АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЛШĂНУСЕМ ТЕ КĔРТРĔÇ, АКАТУЙ ПИРКИ ТЕ КАЛАÇРĔÇ

21 мая 2008 г.

Иртнĕ кĕçнерникун депутатсен черетсĕр XXV ларăвĕ пулчĕ. Унта район депутачĕсен Пухăвĕн «Канаш районĕн 2008 çулхи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртес ыйтăва сÿтсе яврĕç. Çак ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков тухса калаçрĕ. Вăл кашни улшăнăвах ăнлантарса пачĕ. Çак улшăнусем тĕпрен илсен вĕрентÿ тата сывлăха сыхлас ĕçĕсемпе çыхăннă. Депутатсем пĕр саслăн пулса ларура тăратнă улшăнусене кĕртме йышăнчĕç.

Райадминистраци ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров район гербĕпе ялавĕ çинчен сăмах хускатрĕ. Депутатсене гербăн малтанласа тунă ÿкерчĕкĕсене пăхса тухса пĕрне суйласа илме сĕнчĕ. Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕсенчен пĕринче районăн гербне тата ялавне çирĕплетес ыйтăва кун йĕркине кĕртессине залра ларакансем патне çитерчĕ.

Лару вĕçленчĕ. Анчах та депутатсем саланмарĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Çĕре регистрацилес ĕçе малалла тумалли, çĕр пайĕсен хуçисен списокĕсене вăхăтра тăратмалли çинчен хытарсах каларĕ. Çавăн пекех Ĕçпе юрă тата спорт уявне хатĕрленсе ирттерсе ярасси çине тимлĕх уйăрма хушрĕ. Кăçалхи акатуй ытти çулхисенчен интереслĕрех те савăнăçлăрах ирттĕр тесе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, культура ĕçченĕсене сĕнÿсем пама, ĕçре хастарлăхĕпе палăрнисене район наградисене илме вăхăтра тăратма ыйтрĕ. Уяв репертуарĕ çĕнĕ юрă-ташăпа, хаваслă вăйăсемпе, ăмăртусемпе пуян пуласса шанни çинчен пĕлтерчĕ. Сăмах май çакна та каласа хăвармалла: республикăри районсенче акатуйсем ирттерме мĕнле хатĕрленнипе Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви те интересленсе тăрать.

Чăваш Республикин Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Г.Алексеева 2010 çулта иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленес енĕпе тумалли мероприятисемпе паллаштарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика