АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИКĔ ЯКОВЛЕВА ЧЫСЛАСА

16 мая 2008 г.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнче вĕренекенсемшĕн те асра юлакан кун пулчĕ: кунта пĕлÿ пухакан ачасем, ял çыннисем, хăнасем чăвашсене çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине уявларĕç. Çак ялта пурăнакансем тепĕр Яковлева та тав туса асăнаççĕ. Шăпах çав кун, 80 çул каялла, шкул директорĕ пулса нумай çул ĕçленĕ А.Я.Яковлев çут тĕнчене килнĕ. 2001 çултанпа ялти шкул унăн ячĕпе хисепленсе тăрать.

Яковлевсем иккĕшĕ те питĕ пултаруллă, ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшакан çынсем пулнă. Вĕсене хисеплесе чыс тума шкула хăнасем йышлăн килнĕ: Юрий, Олег, Вячеслав Алексеевсем хăйсен çемйисемпе, шкул директорĕ пулнă Алексей Яковлевичăн виççĕмĕш сыпăкри тăванĕ Аркадий Васильевич, районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Максимов, А.Я.Яковлевпа пĕрле ĕçленĕ учительсем, унăн тус-юлташĕсем, вĕренекенĕсем. Вĕсем шкула телевизор, караокэ, магнитофон парнелерĕç.

Вячеслав Алексеевич, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçлекенскер, шкула реконструкцилес ĕçре пулăшма сăмах пачĕ. Юрий Алексеевичпа Олег Алексеевич та шкула вăй çитнĕ таран пулăшатпăр терĕç. Çак сăмахсене пурте хавхаланса йышăнчĕç.

Шкул ачисем хăнасене хаваслă концертпа савăнтарчĕç. Ача садĕнчи аслă ушкăнăн фольклор юррине вĕсем уйрăмах хапăл туса йышăнчĕç. Хитре те килĕшÿллĕ чăваш тумĕ тăхăннă пĕчĕк артистсем çине куракансем йăл-йăл кулăпа хавхаланса пăхса ларчĕç. Ачасен пултарулăхĕпе пурте кăмăллă юлчĕç. Концерт хыççăн хăнасем этнографи тата шкул историйĕн музейĕсемпе паллашрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика