АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕЛЕКУРАВÇĂСЕН ЙЫШĔ ŸССЕ ПЫРАТЬ

16 мая 2008 г.

Телевиденин Канашри студине йĕркеленĕренпе кăçал 15 çул çитет. Çак тапхăрта вăл хатĕрленĕ телепередачăсене Канаш хулинче пурăнакансем çеç курма пултарнă. Хăйĕн юбилейне предприяти пысăк çитĕнÿпе кĕтсе илет, малашне телеĕçченсен пултарулăхĕпе районта пурăнакан кашни çын киленме пултарать.

 

Иртнĕ çул «Патшалăх тата муниципалитет пурлăхне приватизацилесси çинчен калакан» Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн Канаш хула администраци пуçлăхĕ хушу кăларнă. Унта « Канашри телевидени студийĕ» муниципалитет предприятине аукцион йĕркелесе торгине тăратни çинчен пĕлтернĕ.

Торгине «Компания Телеком Плюс» акционерсен тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн директорĕ В.Тимофеев выляса илнĕ, çапла майпа Владимир Александрович предприятин директор ĕçĕсене пурнăçлаканĕ пулса тăнă.

Çак самантран Канашри телевидени хăйĕн аталанăвĕнче çĕнĕ тапхăра тухнă тесен те йăнăш пулмасть. Ертÿçĕ чи малтанах телестуди вырнаçнă пÿлĕмсене тĕпĕ-йĕрĕпе юсаттарнă, ĕçлеме меллĕ вырăнсем йĕркеленĕ, компьютерсене, ытти хатĕрсене çĕннисемпе улăштарнă, сĕтел-пукан туяннă. Ку çеç мар-ха. Унăн тĕп тĕллевĕ – куракансене паян кунхи пахалăхлă телепередачăсемпе тивĕçтересси. Çавăнпа та Владимир Александрович кадрсен професси шайне ÿстерме условисем туса пама тăрăшнă.

Ака уйăхĕнче вара предприятине Красноярск хулинчен çĕнĕ фидер илсе килнĕ. Çак аппарат эфира тухакан радиотелевидени сигналĕсен хăватне чылай вăйлатать, çапла майпа Канашри телестудин передачисене радиусĕпе 20-25 километра çити курма пулать. Вăл шута Канаш, Тăвай, Вăрнар районĕсенчи ялсем тата Вăрнар поселокĕ кĕреççĕ. Канашри телестуди программисене курас тесен кашнин харпăр хăйĕн антеннисене Çĕрпÿ еннелле мар, Канашалла тĕллесе вырнаçтармалла, çакă REN-TV каналăн сигналĕсене тытма май парать. Çак канал çинче кашни кун 19 сехетре, шăматкун 18 сехет те 30 минутра, вырсарникун 12 сехет те 30 минутра тухать те ĕнтĕ эфира Канаш телевиденийĕ.

Çĕнĕ ертÿçĕ предприяти тилхепине хăйĕн аллине çирĕппĕн илнĕ хыççăн куракансем çакна та палăртнă: халĕ сенкер экран çинчен Канаш тăрăхĕнче пулса иртнĕ пулăмсем çинчен пĕлтерекен, кунта пурăнакан пултаруллă çынсемпе паллаштаракан кăларăмсен шучĕ те, пахалăхĕ те чылай ÿснĕ.

Мĕнле продукци хатĕрлет-ха Канашри телестуди; Пĕрремĕшĕ ку, паллах, информаци кăларăмĕсем. Вырăсла Канаш хулинчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа паракан «Городские вести» тата чăвашла районăн социаллă пурнăçри тата экономикăри аталанăвне çутатса паракан «Канаш ен хыпарĕсем» кăларăмсем.

Куракансем пит кăмăллакан «Тотал-про» телепередача, вăл пирĕн пурнăçра пулса иртекен çĕнĕлĕхсем çинчен те пĕлтерет, усăллă канашсем те парать, вăхăта кăмăллă ирттерме пулăшать. «Мы вместе» кăларăм Ырă ĕçсен тата Çемье çулталăкĕ пурнăçа мĕнле кĕрсе пыни çинчен каласа парать. Çавăн пекех эфира ватăсем валли «Надежда», çамрăксем валли «Heat Line», кĕçĕн çулхи ачасем валли «Зебра», «Детский остров» телепередачăсем тухаççĕ. Вĕрентÿри çĕнĕлĕхсемпе «В круге образования» передача тата унăн ертÿçи Тамара Золотухина паллаштарать, кил хуçи арăмне «Сласть» программăра Гузель Хисамова апат-çимĕç хатĕрлеме вĕрентет тата ыттти те.

Çывăх çынсене, юратнă тăвансене, хисеплĕ ентешсене «Салам çырăвĕ» кăларăмсенче ырă сунса илемлĕ юрă парнелеме пулать.

Канаш телевиденийĕ – бизнеса аталантарма май паракан пĕрремĕш пулăшуçă. Пурте пĕлетпĕр, реклама – суту-илÿ ĕçĕн двигателĕ. Канашри телестуди кирек епле предприяти, завод, хуçалăх е магазин валли те презентаци фильмĕ, телетест е видеоролик туса пама пултарать. Реклама REN-ТВ-Канаш тата ТНТН-Канаш каналсем çинче эфира тухать. Чи хаклă тавар – информации. Канашри телестуди информаципе сире туллин тивĕçтерĕ. Пирĕн адрес: Канаш хули, Ленин проспекчĕ, 93-мĕш çурт, ыйтса пĕлмелли телефон 4-52-03.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика