АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔСЕН СЛУЖБИ ВАСКАВЛĂ ПУЛĂШУ ПЕКЕХ

16 мая 2008 г.

Милицирен эпир пурнăçăн чи йывăр саманчĕсенче пулăшу ыйтатпăр. Йĕркелĕх хуралçисем вара инкеке лекнĕ çынсене пулăшу пама яланах хатĕр. Ытти чухнехи пекехф инкек пулнă вырăна чи малтан милицин патрульпе пост службин сотрудникĕсем çитеççĕ. Нумай чухне сăтăрçăсен усал ĕçĕсене сирсе ярасси вĕсем мĕн вăхăтран пынинчен, преступленине çийĕнчех уçса панинчен килет.

Районти шалти ĕçсен пайĕн патрульпе пост службин ротинче 52 сотрудник. Вĕсем кăнтăрла та, çĕрле те район çыннисен лăпкăлăхне упраççĕ, пурнăçне сыхлаççĕ. Должность инструкцийĕнче ППС милиционерĕн тивĕçĕ обществăлла йĕркелĕхе сыхламаллине кăтартнă. Тĕрĕсрех каласан вара инкек пулнă вырăнсене тухса каймалла, районти криминогенлă лару-тăрăва тимлĕн сăнаса тăмалла.

Çĕнĕ Шелттем ялĕнче çĕрле патрульте çÿрекен милиционерсенчен пĕрин патне шалти ĕçсен пайĕн оперативлă дежурнăйĕ кÿршĕ ялта, Кивĕ Шелттемре, вăрă-хурахла çаратни çинчен пĕлтернĕ. Çулĕ инçех мар – виçĕ çухрăм çеç. Шăхасантан оперативлă ушкăн çитиччен вăхăт чылай иртет. Çавăнпа та вăхăта тăсни сиен кăна кÿрет, преступниксем инçе кайма ĕлкĕреççĕ, кирлĕ пулсан йĕрри-палли те юлмасть. Патрульти милиционер ним тăхтаса тăмасăр-тумасăр Кивĕ Шелттеме çул тытнă. Инкек тÿсни акă мĕн каласа панă ăна. Тăванĕсен çурчĕ çывăхĕнче ун çумне халиччен курман-илтмен виçĕ арçын çулăхнă, вĕсем ăна çапса-хĕнесе пĕтернĕ, карас телефонне, алла çыхмалли сехетне тата 500 тенкĕ укçине туртса илнĕ. Çывăхра пурăнакансенчен ыйтса пĕлни çак арçынсем камсем пулни тата вĕсем ăçта кайма пултарнине палăртма май панă. Оперативлă ушкăн çитиччен вĕсене тытса чарнă. Хурахсем хăйсен айăпне йышăннă, карас телефонне, сехете тата 500 тенкĕне хуçине тавăрса панă.

Сăмах май çакна каласа хăварни те вырăнлă пуль тесе шутлатпăр: милицин патрульпе пост службин сотрудникĕсене усал шухăшлă çынсене çийĕнчех тытнисем – çĕршер, çав шутра – хĕç-пăшаллисене те. Патруль çивĕчлĕхĕ инкек тÿснисем шутлама та пултарайман преступленисене уçса пама пулăшнă.

Автомашинăпа патрульте Канаш-Йĕпреç шоссе çинче пулнă чухне «Шырав» ушкăн Çĕнĕ Юнтапа ял хĕрринче алăкĕсем уçă автомобиле асăрханă. Автомагнитолăна тăпăлтарса кăларни тÿрех курăннă, салонра йĕрке çук, алăксем çĕмрĕк. Çынсенчен ыйткаласа пĕлнĕ хыççăн ушкăн шырава пикеннĕ. Патруле тухнă милиционерсене тата машинăсене çакăн çинчен систерсе хунă. Взвод командирĕ А.Константинов ертсе пынипе тата профессиллĕ хăнăхăва кура Кармами выççăлккинче тепĕр машинăна «хывăнтарма» ĕлкĕрнĕ виçĕ арçынна преступлени тунă çĕртен тарма хăтланнă чухне «ĕнсеренех» ярса тытнă. Вăрланă япаласене сăтăрçăсен машина салонĕнче тупнă, çавăнпа та преступниксем тунса тăман. Тимĕр «утсен» тимсĕр хуçисене çухалнă япаласене тупни çинчен пĕлтернĕ. Вăрăсем ăçтан тата камсем пулнине те палăртнă. Вĕсем – Йĕпреç районĕн çыннисем, тем вăхăт каялла Янкăлч ялĕнче икĕ автомашина тата автобус çаратнă, хăйсен районĕнче те икĕ автомобиле «тĕрĕсленĕ».

Милицин ППС сотрудникĕсене ÿсĕрсем те нумай чăрмантараççĕ. Чылай чухне вĕсем – çемьере харкашу пуçаракансем. Статистика кăтартнă тăрăх, милици сотрудникĕсене ытларах хирĕçсе кайнисене мирлештерме чĕнеççĕ. Анчах та пуçтаха явап тыттарасси сахал пулать. Мĕншĕн тесен çакна тума инкек тÿснин заявлени çырса памалла, тăванĕсем вара алла ручка тытма килĕшмеççĕ. Çапах та çак сигналсене шута илмеллех. Енчен те харкашуçăна вăхăтра тытса чармасан пысăк инкек сиксе тухма пултарать, вăрçас хĕрÿлĕхе чылай чухне пакунлă çын кăна сивĕтме хал çитерет.

Шăхасанти урамсенчен пĕринче взвод командирĕн çумĕ ертсе пыракан милиционерсен ушкăнĕ хăрушшăн кăшкăрса пулăшу ыйтакан хĕрарăма асăрханă. Часах хĕрарăмăн сехри мĕншĕн хăпнине те пĕлме май килнĕ. Пуçне хаяр шĕвек ĕçсе минретнĕ упăшки малтан мăлатукпа, кайран çĕçĕпе хăмсарса вĕлерессипе хăратнă. Арăмĕ хыççăн чупнă. Милиционерсем пуçтаха самантрах «пăркăчласа» хунă, милици çуртне çавăтса кайнă. Урăлса çын сăнĕ кĕрсен çак арçын, ахăртнех, хăй мĕн хăтланнине ăнланса илсе питĕ куляннă.

Куратпăр ĕнтĕ, обществăлла йĕркелĕхе сыхласси вăл – пĕртте ансат ĕç мар. Апла пулин те районти шалти ĕçсен пайĕн патрульпе пост службин сотрудникĕсем хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсен тимлĕхне пула районта пысăк уявсемпе спорт ăмăртăвĕсем криминаллă пулăмсемсĕр иртеççĕ. Милицин ППС сотрудникĕсем малтанхи медицина пулăшăвĕ те пама пĕлеççĕ. Çакă вара инкек тÿснисен пурнăçне пĕрре мар çăлма май панă.

ППС ротин командирĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Казаков майор пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çулăн пĕрремĕш кварталĕнче патрульте çÿрекен милиционерсем 54 преступлени уçса панă, административлă йĕркене пăснă 756 гражданина тытса чарнă. Обществăлла вырăнсенче преступлени тăвассине чакарма май килнĕ: пĕлтĕр çак тапхăрта 16 пулнă, кăçал вара – 10.

Рота историйĕнче паттăрла страница та пур. Милицин ППС сотрудникĕсем хушшинче служба тивĕçĕсене Çурçĕр-Кавказра пурнăçланисем те сахал мар. 1999 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа кашни çур çулта ылмашăнса Чечен Республикинче командировкăра пулаççĕ. Чылайăшĕ çапăçусене те хутшăннă. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн рота старшинине В.Константинова, служба инспекторне В.Кузьмина, М.Левицкий милиционер-водителе, отделени командирне Б.Герасимова, рота милиционерне А.Кузнецова правительство наградисене панă.

"Обществăлла йĕркелĕх хуралĕ шанчăклă алăра тесе çирĕппĕнех калама пулать», – тет милицин ППС роти пирки районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Ю.Егоров полковник. Ротăра халăх тата ĕçтешĕсем хушшинче ырă ят çĕнсе илнисем сахал мар. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене асăнса хăварар-ха: рота командирĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Казаков майор, взвод командирĕ А.Константинов, взвод командирĕн çумĕ В.Николаев, служба инспекторĕсем В.Кузьминпа И.Кириллов, отделени командирĕ А.Александров, А.Максимов, Б.Герасимов, В.Андреев, Э.Васильев милиционер-водительсем. Вĕсем обществăшăн усăллă ĕçсем тăваççĕ, хăйсен профессиллĕ хăнăхăвне, опытне çамрăксене пама яланах хатĕр.

Районти шалти ĕçсен пайĕ салтакран таврăннă çамрăксене хăйсен пурнăçĕсене милицин патрульпе пост службипе çыхăнтарма сĕнет. Çак служба – çын пурнăçне преступниксенчен хÿтĕлекен хăйне евĕрлĕ «васкавлă пулăшу». Вĕсем Шалти ĕçсен министерствин ытти подразделенийĕсен сотрудникĕсем пекех пирĕншĕн ĕçлеççĕ: преступниксене тытаççĕ, çынсен канлĕхĕпе пурнăçне сыхлаççĕ. Йĕркелĕх хуралçисенчен чылайăшĕ хăйсен профессиллĕ уявне дежурствăра кĕтсе илчĕ. Вĕсен служби кашни кунах лăпкă ирттĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика