АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СЫХЛАНАКАНА ТУРĂ СЫХЛАТЬ

16 мая 2008 г.

Çулталăк пуçланнăранпа хулапа районта 62 пушар тухнă. Вĕсем 1466 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Вут-çулăмра 7 çын пурнăçĕ татăлнă, вĕсенчен пĕри – ача. 5 çын хытах пиçсе кайнă. Çак цифрăсем пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан самаях пысăк. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 12-мĕшĕччен хулара 13, районта 16 хутчен вут-çулăм алхаснă. Çакна палăртса хăвармалла: уйрăм çуртсенче пушар тухасси ÿссе кайнă – 47 (75,5 процент), коллективлă садсенче – 12 (19,4 процент).

Пушарсен тĕп сăлтавĕсем: вут-кăварпа асăрхануллă пулманни (24 тĕслĕх, пĕлтĕрхинчен 2 хут нумайрах), электрохатĕрсене кирлĕ пек вырнаçтарманни тата вĕсемпе тĕрĕс усă курманни (10), кăмакасем юсавсăр пулни (9 тĕслĕх, 80 процент ÿснĕ), газ приборĕсемпе усă курнă вăхăтра пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни (1), механизмсемпе агрегатсене юсаса çитерменни (1), ача-пăча айкашăвĕ (3). Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан пушар тухасси Шăхасан, Янкăлч, Чакаç, Çĕнĕ Чалкасси, Ямаш, Вăтакас Кипеч, Шаккăл ялĕсенче нумайланнă.

Майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен 9 хуçалăхра «хĕрлĕ автан» иртĕхнĕ.

Майăн 1-мĕшĕнче «Путеец» коллективлă садра дача çурчĕ кĕлленнĕ. Тепĕр икĕ кунтан «Строитель» коллективлă садра çĕрле вут-çулăмра дача çурчĕ пĕтнĕ. Пушар сăлтавĕ – вут-кăварпа асăрхануллă пулманни. Çав кунах Канашри Хĕвел тухăç микрорайонта пушарта гараж сиенленнĕ.

Майăн 9-мĕшĕнче Тăрăн ялĕнчи Ленин урамĕнчи пĕр çурт хуçи чĕлĕм туртнă чухне асăрхануллă пулманнипе пурăнмалли çурт, пурлăх, хуралтăсем çуннă. Тăкакĕ – 100 пин тенкĕ ытла. Тепĕр кун «Локомотив» коллективлă садра кăмакапа тĕрĕс усă курманнине пула мунча пăлтăрĕпе пĕрле çунса кайнă. Çав числарах çурçĕр иртни икĕ сехетсенче «Автомобилист-1» сад территоринче çурт кĕл пулса вĕçнĕ. Кăнтăрла çитеспе Канашри Рылеев урамĕнче пурăнмалли çурт сиенленнĕ, унти тупран пĕр пайĕ пĕтнĕ. Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче пĕр çемье кил хуçин ывăлĕ шăрпăкпа ашкăннипе пÿртсĕр тăрса юлнă.

Майăн 11-мĕш кунĕнче Çĕнĕ Шуртан ялĕнче сарай вут-çулăмра пĕтнĕ. Ял çыннисем каланă тăрăх, ăна вут тивертнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика