АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "КАНАШ ЕН" ТАТА "КАНАШ" ХАÇАТСЕН ПАРНИСЕМШĔН

15 мая 2008 г.

«Канаш ен» тата «Канаш» хаçатсен парнисемшĕн çăмăл атлетсен йăлана кĕнĕ эстафета чупăвĕсем майăн 1-мĕшĕнче хулари тĕп лапамра иртрĕç кăçал. Яланхиллех ăмăртусене районти тата хулари вĕрентÿ учрежденийĕсенчи, ĕç коллективĕсенчи спорта юратакансем хастар хутшăнчĕç. Куншăн тĕлĕнме кирлĕ мар-тăр: редакци йĕркелекен эстафета вĕсемшĕн юратнă турнир пулса тăчĕ, унти кăтартусем районти шкул ачисен Спартакиади шутне кĕреççĕ.

Ăмăрту умĕн спортсменсем савăнăçлă парада вырнăçса тăчĕç. Вĕсене «Канаш ен» тата «Канаш» хаçатсен тĕп редакторĕ Александр Владимиров, «Единая Россия» партин хулари уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ Михаил Бурлаков, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ, хулари педагогика колледжĕн директорĕ Геннадий Косолапов, ăмăртусен тĕп судйи Александр Александров, район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Владимир Ильин, хула администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Николай Захаров ăшшăн саламларĕç, пысăк кăтартусемпе витĕмлĕ çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.

Раççей тата Чăваш Республикин Гимнĕсем янăраççĕ. Ăмăрту тĕп судйи Александр Александров спортсменсене старта тухмалли йĕркепе паллаштарчĕ. Ăмăртăва ĕç коллективĕсен командисем пуçларĕç. Акă лидер та палăрчĕ: район администрацийĕн атлечĕсем, стартранах пурне те кая хăварса, çăмăллăн малалла вирхĕнчĕç. Анчах виççĕмĕш çаврăмра хулари «Находка» команда вĕсенчен иртсе кайрĕ те финиша çитичченех çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕ. Район администрацийĕн команди - ун йышĕнче Ольга Цапина, Ирина Морозова, Альбина Миронова, Владимир Ильин, Виктор Федоров, Александр Яковлев чупрĕç - иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Виççĕмĕш призер – «Городской сервис» пĕрлĕх команди.

Шкул ачисен тупăшăвĕ уйрăмах çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Пирвай старта 6-7 классенче вĕренекенсем тухрĕç. Пĕлтĕрхи пекех, кĕçĕннисен ушкăнĕнче хулари 6-мĕш вăтам шкул команди çĕнтерчĕ. Атнаш тĕп шкулĕн çамрăк спортсменĕсем иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

Тепĕр ушкăнра – 8-9 классен командисем. Энтрияль вăтам шкулĕнчен килнĕ Диана Яковлева, Ирина Захарова, Ольга Семенова, Ирина Камышова, Людмила Богданова, Андрей Андреев, Андрей Руссков, Дмитрий Иванов, Александр Калмыков эстафетăн пĕрремĕш çаврăмĕнченех мала кайрĕç те ытти командăсенчи тантăшĕсене çĕнтерÿ тумашкăн пачах шанăç хăвармарĕç. Пĕлтĕр те пĕрремĕш пулнăччĕ энтрияльсем. Иккĕмĕш вырăншăн Канашри 5-мĕш вăтам шкулпа Хучел тĕп шкулĕн командисем хушшинче хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Финиша хула ачисем иккĕмĕш чупса çитрĕç, хучелсем вĕсенчен кăшт кăна кая юлчĕç.

Аслă ушкăнра 10-11 классенче вĕренекенсем ăмăртрĕç. Юлашки çулсенче çак ушкăнра Энтрияль вăтам шкулĕн команди тăтăшах çĕнтерет. Ольга Степанова, Ольга Константинова, Ирина Игнатьева, Инна Романова, Оксана Федорова, Геннадий Лаврентьев, Николай Сергеев, Денис Васильев, Артем Никандров, Андрей Рублев ку хутĕнче те ырă йăларан пăрăнмарĕç - шанчăклăнах çĕнтерÿ турĕç. Хулари 6-мĕш вăтам шкул команди – иккĕмĕш, Чакаç вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çак ушкăнра пĕтĕмпе 11 команда тупăшрĕ.

Ятарлă вăтам тата техника пĕлĕвĕсем паракан вĕрентÿ учрежденийĕсен ушкăнĕнче кăçал педколледжăн икĕ команди тупăшрĕ. Паллах, эстафетăра финанспа экономика тата медицина колледжĕсен, профучилищĕсен командисене те курас килет пирĕн. Ĕç коллективĕсенчен те сахаллăн хутшăнаççĕ пирĕн спорт уявне, юлашки çулсенче районти предприятисемпе организацисенчен ăмăртакансем пачах çук.

Эстафета çĕнтерÿçисемпе призерĕсем «Канаш районĕн «Канаш» хаçат редакцийĕ» республика патшалăх предприятийĕн тата «Единая Россия» партин хулари уйрăмĕн дипломĕсене тата парнесене тивĕçрĕç. Ăмăртусене çÿллĕ шайра йĕркелеме пулăшнăшăн эпир районти тата хулари физкультурăпа спорт пайĕсен ертÿçисене Владимир Ильинпа Николай Захарова, «Единая Россия» партин хулари уйрăмĕн политканашĕн секретарьне Михаил Бурлакова, ăмăрту тĕп судйине – педагогика колледжĕнчи физвоспитани преподавательне Александр Александрова, Канашри ДЮСШ-2 директорне Константин Миронова, ăмăртусен тĕп секретарьне – педколледжри 21-мĕш ушкăнра вĕренекен Алена Семенована, финанспа экономика колледжĕн физвоспитани преподавательне Владимир Александрова, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсене Равиль Бикчуринпа (педколледж) Василий Иванова (хулари 6-мĕш вăтам шкул), Канашри ПАТП директорне Родион Мясникова, районти тулли мар яваплă «Восход» пĕрлĕх ертÿçине Вячеслав Петрова, Канашри элеватор пуçлăхне Иван Гурина чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, пурнăçра телей-ăнăçу сунатпăр, районта пурăнакансене вара, «Канаш ен» хаçата почта уйрăмĕсенче 2008 çулăн иккĕмĕш çур çуллăхшăн çырăнса, малашне те пирĕнпе пĕрле пулма сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика