АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки хыççăн акатуйĕ те пулĕ

15 мая 2008 г.

Тунтикун, майăн 5-мĕшĕнче, район администрацийĕн службисен, пайĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен, ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисен йăлана кĕнĕ анлă ларăвĕ иртрĕ, унта çичĕ ыйту пăхса тухрĕç.

Районта çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен район администрацийĕн агропромышленность комплексĕн организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров каласа пачĕ. Кăçал çур аки, ытти çулсенчисемпе танлаштарсан, эрне маларах пуçланчĕ. Пучахлă çурхи культурăсем акасси паян-ыран вĕçленет. Крупская ячĕллĕ кооперативра вара лару иртнĕ кун тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене акма тытăнманччĕ-ха. Кун пек ырă мар тĕслĕх районта мар, республикăра та çук пуль. Кĕрхи тулăпа ыраша тата нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарасси малалла пырать. Районта çĕр улми 15 хуçалăхра çеç туса илеççĕ. Çакăн тĕп сăлтавĕ – хуçалăхсен техника бази начарри. Кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 521 гектар çинче ÿстерме палăртнă. Пахча çимĕç пилĕк хуçалăхра çитĕнтереççĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ пурĕ те 25 гектар кăна йышăнĕ. Çавăн пекех Валерий Геннадьевич пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси мĕнле пынипе те паллаштарчĕ. Ку енĕпе «Сеспельская», «Мотор» агрофирма», «Олимп», «Синтезагро» тулли мар яваплă пĕрлĕхсем (ертÿçисем В.Жуков, С.Арсентьев, А.Александров, А.Денисов) тата «Слава картофелю» агрофирма (ертÿçи А.Капитонов) лайăх ĕçленине палăртмалла.

Часах шкул ачисен çуллахи канăвĕ пуçланать. Вăл усăллă та интереслĕ ирттĕр тесе районта чылай ĕç тума палăртнă. Йĕркелÿ мĕнле пыни çинчен район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев сăмах илчĕ. Кăçал шкулсем çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче пĕрремĕш смена 18, иккĕмĕш смена 7 шкулта ĕçлĕ. Ачасен сывлăхне çирĕплетекен «Космонавт» лагерьте виçĕ уйăхра сменăшарăн 300 ытла вĕренекен канĕ.

Районăн тĕп архитекторĕ Д.Леонтьев районти ялсенче тирпей-илем кÿрес тата территорисене тасатса йĕркене кĕртес енĕпе пуçарнă ик уйăхлăх кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ И.Морозова «Çурхи ыр кăмăллăх эрни» акци вăхăтĕнче тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова районта ĕç сыхлавĕ енĕпе лару-тăру мĕнле пулни çинчен кĕске доклад туса пачĕ.

Кăçалхи çанталăк çурхи уй-хир ĕçĕсене палăртнинчен чылай маларах вĕçлеме лайăх условисем туса пачĕ. Апла пулсан ĕçпе юрă тата спорт уявĕ те маларах иртĕ. Шăпах çакăн çинчен сăмах пуçарчĕ те ĕнтĕ район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров. Акатуй çу уйăхĕн 31-мĕш кунĕнче, шăматкун, иртĕ.

Вăтакас Кипеч, Çĕнĕ Чалкасси тата Çеçпĕл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Максимов, Н.Кириллов тата С.Иванова суйлавçăсем панă наказсене пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçлени пирки сăмах илчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика