АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ФРОНТРА – ЮН, ТЫЛРА ТАР ЮХТАРНĂ

15 мая 2008 г.

Май уйăхĕн тĕп геройĕсем – вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем. Шăпах вĕсем ĕнтĕ Çĕнтерĕве туптанă. Вĕсен паттăрлăхĕ 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршыва мĕн тери пысăк та савăнăçлă хыпар çитернĕ. Çав хыпарăн ячĕ – Аслă çĕнтерÿ.

Раççейри, Совет Союзĕн тытăмне кĕнĕ республикăсенчи халăхсемпе пĕрле пирĕн район çыннисем те совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 63 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Çак савăнăç куççульлĕ уява халалланă мероприятисем интереслĕ те тĕрлĕ енлĕн иртрĕç. Кашни ялтах çапăçу хирĕсенчен таврăнман ентешĕсене асăнса лартнă палăксем умĕнче митингсем пулчĕç, ветерансем вăрçăн хаяр та йывăр çулĕсене аса илчĕç, çав нихăçан манăçми çулсенчи юрăсем, паттăр салтака мухтаса сăвăсем янăрарĕç.

Вырăскас Пикших ялĕ çумĕнчи «Пучах» кафере районта пурăнакан вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем пухăнчĕç. Тĕл пулăва педколледж студенчĕ Е.Яковлев тата социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçлевçи О.Терентьева ертсе пычĕç. Уява юрă ăсти К.Садюров вилĕмсĕр «День Победы» юрăпа уçрĕ. Мăнаçлăн янăрарĕ вăл. Ветерансенчен чылайăшĕ куç айĕсене вăрттăн шăла-шăла илсе Константинпа пĕрлĕ юрларĕ, аса илÿсем капланса килчĕç. Куççульлĕ ватăсем çине пăхсан çамрăкраххисен те пырĕсем йÿçĕ чăмаккасемпе пÿлĕне-пÿлĕне илчĕç. Тата тепĕр юрăпа çамрăклăха аса илтерчĕ Садюров. «Смуглянка» юрра унпа пĕрле пĕтĕм зал шăрантарчĕ. Çапăçу хирĕсенче выртса юлнисене, йывăр сурансене пула госпитальсенче, фашистсен концлагерĕсенче нушаланса вилнисене, тылра ытла та йывăр ĕçсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнисене, пирĕнтен уйрăлнă вăрçă ветеранĕсене асăнса пĕр минут шăп тăрса хисеп турĕç.

Пĕрремĕш сăмах – район администрацийĕн пуçлăхне, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн политканашĕн секретарьне В.Софронова:

– Çĕнтерÿ кунĕ – çĕршывăн чи пысăк уявĕ. Çак кун – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр çапăçнă салтаксене тата тылра ырми-канми ĕçленĕ çынсене сума суни çеç мар, кăмăл-туйăм çирĕплĕхне, паттăрлăхпа хăюлăха тата Тăван çĕршыва юратнине мухтани те. Çак çурхи сăваплă кунра вĕçсĕр-хĕрсĕр иксĕлми савăнăçпа çухатусемшĕн ĕмĕр тÿрленми чĕре суранĕ пĕрлешнĕ. Эсир фашистсемпе паттăррăн çапăçни, колхоз ĕçĕсенче кунĕн-çĕрĕн хура тар юхтарни пире паянхи куна парнелерĕ, эсир Тăван çĕршыва сыхласа хăварнă, ăна тăшман мăшкăлĕ пулма паман, пире, пирĕн ачасене, мăнуксене ирĕклĕ пурнăç кÿнĕ. Çĕре çити тайма пуç сире, хаклă çыннăмăрсем. Сире пурсăра та çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, телей сунатăп, ачăрсенчен ыррине çеç курмалла пултăр, вĕсем ĕçри çитĕнĕвĕсемпе, чĕкеç чĕпписем евĕр чĕвĕлти саслă мăнуксемпе савăнтарччăр. Чыс та мухтав сире! – терĕ вăл.

Çавăн пекех Владислав Васильевич районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, малашне тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Ветерансене ырă та усăллă сĕнÿсемпе, канашсемпе пултарнă таран пулăшса пынăшăн ăшшăн тав турĕ. Ветерансене саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн Политканашĕн членĕ Г.Васильев та килнĕ.

– Чăваш халăхĕ 160 пин ытла ывăлĕпе хĕрне вăрçă хирĕнчен кĕтсе илеймен. Чĕрĕ таврăннисен йышĕ те çулсерен сахалланса пырать. Эсир фронтра юн, тылра тар юхтарнă, крахмал, мăян çăкăрĕ çинĕ, салтаксем валли чăлха-алсиш çыхса фронта ăсатнă, самолет, танк, тупă тума укçа-тенкĕ пуçтарнă. Сăмахпа виçейми тĕлĕнмелле йывăрлăха, нушана чăтса ирттернĕ, çĕнтернĕ. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçĕсене хунисене, сире нихăçан манас марччĕ. Чăваш Ен Президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕ ячĕпе Çĕнтерÿ уявĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп, пурнăçăрта ырри, лайăххи нумайрах пултăр. Республикăра пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 200 инвалидне Раççей Правительстви «ВАЗ-2107» автомобиль пачĕ. Кăçал Шупашкарта вăрçă ветеранĕсен сывлăхĕсене çирĕплетмелли сывлăх учрежденине туса пĕтерме палăртнă. Çĕнтерÿ ячĕпе, хаклă ветерансем! – терĕ Генрих Геннадьевич.

Çавăн пекех тĕл пулăва пынисене районти ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ М.Данилова, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова, Пенси фончĕн вырăнти управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова саламларĕç. Валентина Георгиевнапа Ольга Михайловна ветерансене асăнмалăх парнесем пачĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов районти вăрçă тата ĕç ветеранĕсен канашне 20 çул ытла ертсе пынă Е.Роштова Хĕç-пăшаллă вăйсен саппасри офицерĕсен наци ассоциаци пĕрлешĕвĕн (Мегалир) чи аслă Канашĕн йышăнăвĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн «Общество сумĕ» форумĕн лауреачĕн ятне тивĕç пулнине пĕлтерекен Диплом пачĕ. Ветерансен ячĕпе Шăхасанта пурăнакан А. Смирнов тухса калаçрĕ.

– 1941 çулхи синкер çĕр çинче тек нихăçан та ан пултăр, çамрăксен пурнăçне тăхлан пуля ан таттăр! – вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Алексей Егорович.

Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕренекенсен ушкăнĕ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Изратова ертсе пынипе пысăках мар концерт хатĕрленĕ. Ăна вĕсем тĕл пулăва пынă ветерансене кăтартрĕç. Т.Русскова, М.Степанов, Аньăпа Наташа Партемсем совет салтакĕсене харсăррăн çапăçма хавхалантарнă юрăсене юрларĕç. А.Степанова Мусса Джалилĕн «Варварство» сăввине чуна тивмелле вуларĕ. С.Петров каланă сăвă та ватăсен кăмăлне кайрĕ. Эстрада картлашки тăрăх çирĕппĕн утакан Е.Яковлев хăй кĕвĕленĕ юрра юрласа пачĕ. К.Садюров чăвашла юрăсем шăрантарчĕ.

Ветерансем вăрçă вăхăтĕнчи манăçми самантсене аса илчĕç, çамрăк чухнехи юрăсене юрларĕç, хăйсене хисеп тунăшăн тав турĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика