АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЕТЕРАН ПАТĔНЧЕ ХĂНАРА

07 мая 2008 г.

ВЕТЕРАН ПАТĔНЧЕ ХĂНАРА

Петр Николаевич Николаев Вăтапуç ялĕнче хăй аллисемпе ăсталаса хăпартнă илемлĕ çуртра пурăнать. Пире вăл питĕ тарават кĕтсе илчĕ. Ветеран ĕçчен пулни таçтан палăрать: типтерлĕ картиш тата сад-пахча, хуралтăсем те ишĕлсе выртмаççĕ. «Çак çурта эпĕ 1986 çулта лартнă пулнă, ун чухне кунта улттăн пурăнаттăмăр, халĕ акă пĕчченех хуçа пулса юлтăм. Ывăл кÿршĕре çурт лартрĕ, унта хăйĕн çемйипе тĕпленчĕ», - паллаштарать хăйĕн пурнăçĕпе пире П.Николаев.

Петр Николаевич Тăвай районĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтапуç ялне 1953 çулта тăванĕсем патне куçса килнĕ пулнă. Вăрçăччен П.Николаев водитель пулса ĕçленĕ. 1942 çулта ăна фронта илсе кайнă. Малтанласа вăл Мари Республикинче пулеметчика вĕреннĕ, каярах ăна Смоленск çывăхне çара ăсатнă.

1942 çулхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Петр Николаевича сулахай хулĕнчен амантнă. Вăл Ĕпхÿ хулинчи госпительте сипленнĕ. 1943 çулта ăна комиссовать туса тăван тăрăха янă. П.Николаев тăван хуçалăхра лаша пăхма тытăннă, ялта юлнă хĕрарăмсемпе тата ачасемпе колхозри пĕтĕм ĕç-пуçа вăхăтра пурнăçласа пынă. Унăн кăкăрне чылай орден-медаль илем кÿреççĕ.

П.Николаев час-часах шкул ачисемпе тĕл пулусем ирттерет, патриотизм темипе калаçусем йĕркелет. Çитĕнекен ăру та ветерана хисеплесе тата юратса йышăнать.

Мăшăрĕпе, Анна Федоровнапа, иккĕшĕ вĕсем тăватă ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ветеранăн тăватă мăнук тата мăнукĕсен пилĕк ачи çитĕнеççĕ. Петр Николаевич 95 çулта пулин те алă усса лармасть, пахчара кăштăртатать, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет.

– Сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла тата пурнăçпа туллин савăнса пурăнмалла. Хускану та ĕмĕре вăрăмлатать, çут çанталăкпа туслă пулни тĕрлĕрен чир-чĕртен сипленме пулăшать, - вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхне уçса пачĕ сыв пуллашнă май ветеран.

Вăтапуç ялĕнче çавăн пекех вăрçă инваличĕ Сергей Федорович Цапин та пурăнать. Вăл та ытти фронтовиксем пекех вăрçăн пĕтĕм нуши-терчĕ витĕр тухнă. Петр Степанович Михайлов та Вăтапуç тăрăхĕнчи вăрçă ветеранĕ, çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче вăл 85 çул тултарать. Вăл малтанлăха тăван ялти шкулта физкультура предметне ертсе пынă, каярах – вырăнти колхоза.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика