АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕМ ТЕ КУРНĂ, ТЕМ ТЕ ТŸСНĔ

07 мая 2008 г.

ТЕМ ТЕ КУРНĂ, ТЕМ ТЕ ТŸСНĔ  

– Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ вун икĕ çулта пулнă. Вăйпитти арçынсемпе çамрăксем вăрçа тухса кайрĕç. Пĕтĕм йывăрлăх ваттисем, хĕрарăмсем тата ачасем çине тиенчĕ, - аса илсе каласа кăтартать Уçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Петрович Петров. – Эпĕ вăрçă пуçланичченех ĕçе кÿлĕннĕ. Эпир, вунă-вун пĕр çул тултарнă ачасем, уя тислĕк тăкма çÿреттĕмĕр. Вăрçă тухсан пирĕн ĕç калăпăшĕ тата та ÿсрĕ. Тырă вырма вăхăт çитсен уй-хиртен кĕлте турттараттăмăр, кайран тыррине патшалăха леçсе параттăмăр. Кашни бригадăна пĕрер лаша уйăрса паратчĕç. Лашисем питех те ырханччĕ тата вĕсем çителĕксĕрччĕ. Тыррине питех нумай турттарчĕç ун чухне, Канаша кунне икшер хутлаттăмăр.

Вăрçă вăхăтĕнче тăраниччен çывăрса та курман. Кăнтăрла кунĕпе ĕçленĕ хыççăн каçхине хурала тухаттăмăр. Кунсеренех уй-хирте тĕрмешнĕ. Тырă акма тухсан эпĕ хыçалтан сÿресе пыраттăм. Эпир, ачасем, тăватă лашапа сÿреттĕмĕр. Пĕррехинче сеялкăпа пĕчченех уйра тырă акрăм. Хам чирлĕ пулсан та çав тырра пĕчченех акса пĕтертĕм.

Кĕркунне жнейкăпа тырă выраттăмăр. Лашасем çитменнипе аки-сухине вăкăрсемпе туса ирттерме тиветчĕ. Вăкăрсемпе ĕçлеме питех те йывăрччĕ.

Çулсене юсанă çĕре те хутшăннă эпир. Чулне лашапа турттараттăмăр. Лашисем утмастчĕç, тепĕр чухне макăрни те пулнă. Анчах та тем пек йывăр пулсан та тÿсеттĕмĕр.

1942 çулта пире вăрман касма ячĕç. Йывăçсене эпир станцие пăравуссем валли турттараттăмăр. Ун чухне вĕсем вутăпа ĕçленĕ. Пысăк каскасене лав çине хăпартса хума питех те йывăрччĕ, вĕсене эпир икшерĕн-виçшерĕн тытса хураттăмăр.

Окоп чавнă çĕрте те вăй хума тиврĕ. Анчах та пире çамрăк тесе алла кĕреçе тыттармарĕç, унта ĕçлекенсем валли эпĕ апат турттараттăм.

1943 çулта çичĕ класс вĕренсе пĕтертĕм. Вĕреннинчен ытларах ĕçне тунă пулĕ: çĕр улмие станцие леçеттĕмĕр, тырă çапаттăмăр. Йăлтах фронт валли, пирĕннисем хăвăртрах çĕнтерччĕр теттĕмĕр.

Хам эпĕ фронта лекеймен, анчах кунта та фронтри пекехчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вăрă-хурахсемпе мародерсем йышланса кайрĕç тата, эпир вара вĕсене тытма пулăшаттăмăр. Тăраниччен апат тата çăкăр çисе курман пулин те пуçа усса ларман.

Фронта лекес тесе пĕррехинче эпĕ пуйăс çине те ларса кайрăм, анчах та çамрăк-ха эсĕ тесе тепĕр пуйăс çине лартса каялла ячĕç. Çак тĕллевпех эпĕ военкоматра та темиçе хутчен те пулнă, çул çитмен тесе кăларса яратчĕç.

Паянхи çамрăксене çакна калас килет: вăрçă вăхăтĕнче терт-асап тÿснĕ çынсене ан манăр, хисеплесе сума сăвăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика