АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĂЙНЕ БУКВАРЬ ТЫТТАРНĂ ÇЫННА ХАЛĂХ НИХĂÇАН МАНМĔ

30 апреля 2008 г.

ХĂЙНЕ БУКВАРЬ ТЫТТАРНĂ ÇЫННА ХАЛĂХ НИХĂÇАН МАНМĔ

Кăçал чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитрĕ. Вĕрентекен, çыравçă, шухăшлавçă, тĕпчевçĕ, вăл чăвашсен пĕрремĕш шкулне уçнă. Чăваш халăхне букварь панă этем çут тĕнчене килнĕ кунта, апрелĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Патриархăмăрăн ăслăлăх, литература тата общество ĕçĕ-хĕлĕнчи, кĕнеке кăларас, библие, вырăс классикĕсен хайлавĕсене куçарас ĕçри пĕлтерĕшĕ пысăк. Иван Яковлевич çырнă кĕнекесем халăх хушшинче хутла вĕрентессине ÿстерме, ăнланулăхне аталантарма пулăшнă.

Иртнĕ эрнекун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче чăваш халăхĕн Улăпĕн юбилейне халалласа аслă пуху пулчĕ. Уява Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров хутшăнчĕ. Николай Васильевич Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн ятне асра тытса, унăн Халалне пурнăçа кĕртсе республикăра тăвакан ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Президент çавăн пекех И.Я.Яковлев ятне, ĕçне пропагандăлас тĕлĕшпе палăрнисене патшалăх наградисем пачĕ. Савăнăçлă пухура республика тулашĕнчен килнĕ хăнасем те йышлăн пулчĕç. Мускавран Çутта кăлараканăмăрăн мăнукĕн хĕрĕ Л.Н.Некрасова Леон ятлă мăнукĕпе килсе çитнĕ. Тутарстанран, Пушкăртстанран, Ульяновск, Самар облаçĕсенчен пысăк делегацисем хутшăнчĕç. Пуху хыççăн А.Г.Васильевăн «Иван Яковлев» оперине кăтартрĕç.

Çак кунсенче пĕтĕм чăваш тĕнчи И.Я.Яковлев сывлăшĕпе сывларĕ, тăван чĕлхен шăпи пирки шухăшларĕ. Шупашкарта е Кăнна Кушкинче, Чĕмпĕрте е Хусанта, Мускавра е Питĕрте Чăваш чĕлхин кунĕсем, эрнисем, Яковлев вулавĕсем иртĕç. Йăхташăмăрсем çакăн пек тăван чĕлхене çул уçса тата хăйĕн хÿттине илнĕ Чăн чăваша тав турĕç.

Пирĕн районта та И.Я.Яковлев юбилейне халалланă мероприятисем иртрĕç. Шкулсенче, библиотекăсенче, культура учрежденийĕсенче сумлă педагог, гуманист ячĕпе юрă-кĕвĕпе ăшă сăмахсем янăрарĕç. Вĕсенчен пĕринче, Аслă вĕрентекенĕмĕр ĕçне малалла тăсма хатĕрленекенсем – Канашри педагогика колледжĕнче вĕренекен студентсем патĕнче пултăм. Кунта «Кăвак çутлăх чаршавне уçнă Улăп» ятпа литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ – чăваш чĕлхин тата ăна вĕрентмелли методика преподавателĕ О.Васильева.

Ольга Леонидовна И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарнă хыççăн илемлĕ чăваш кĕвви янăраса кайрĕ. 101-мĕш ушкăнра вĕренекен А.Лисичкина Петĕр Хусанкай çырнă «Мехел тени мĕскер тени пулать» сăвва мăнаçлăн вуларĕ.

Мĕн пур тĕнче

уçлăхĕнче

Чăвашăн та пур

Улăп паттăр, –

Мухтавлă

Яковлев çинчен

Эпир паян сăмах

пуçлатпăр! –

çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕç литературăпа музыка композицине чăваш наци костюмне тăхăннă С.Софроновапа А.Анатольев.

Музыка уйрăмĕнче вĕренекенсен хорĕ А.Малов сăввипе Г.Хирбю кĕвĕленĕ «Ырă ир» юрра ăста юрларĕç. Çак уйрăмри преподавательсен «Вдохновение» ансамблĕ (ертÿçи Л. Петрова) «Çăлтăрсем вăййа тухаççĕ» тата «Кĕрекере ларса савăнар» юрăсене чуна тивмелле шăрантарчĕç. Студентсем, ĕçтешĕсем, уява килнĕ хăнасем сывламасăр тенĕ пек итлерĕç. Кĕçĕн курссенче вĕренекен хĕрсене вĕрентекенĕсен пултарулăхĕ тыткăнларĕ, ăмсантарчĕ, чĕрисене çунатлантарчĕ, куçĕсенче çутă шевле çиçтерчĕ. Преподаватель-юрăçсен ăсталăхĕпе хавхаланса К. Ивановапа В.Степанова «Анне сăнарĕ», М.Максимовапа О.Павлова «Итлемерĕм аннене» юрăсене пит хитре юрларĕç, итлекенсем çамрăк юрăçсене хыттăн алă çупса тав турĕç. Колледж çăлтăрĕ Е.Яковлев юрласа ярсан вара çамрăксенчен чылайăшĕ ларнă çĕртех кĕвĕ çеммипе ташă хусканăвĕсем тума тăрăшрĕ.

«Амăшĕн пехилĕ», «Иван Яковлев», «Тăван чĕлхем» сăвăсем, Борис Чиндыков çырнă «Хура чĕкеç» монодрамăри сыпăк уяв программине чĕрĕ сăн кĕртрĕç. Вĕсене вулаканĕсем – О.Федорова, Т.Петрова, Г.Артемьева, Н.Мосякова – мухтав сăмахĕсене чăнласах тивĕç. 501-мĕш ушкăн студенчĕ М.Иванова поэзи пахчинче малтанхи утăмсем тăвать. Колледжра пулса иртекен мероприятисенче тăтăшах хайлавĕсене вуласа парать. Хальхинче Марина хăйĕн сăввине чăваш Улăпне халалланă. Тăвăллăн алă çупса тав турĕç залра ларакансем хĕр-сăвăçа.

Кăçал И.Я.Яковлевăн чаплă вĕренекенĕ Константин Иванов çырнă «Нарспи» поэми пичетленсе тухнăранпа 100 çул çитет. Вилĕмсĕр хайлавăн сыпăкĕсене Н.Мосякова, С.Софронова, А.Анатольев ăста вуларĕç, шыв валакĕ патĕнче Нарспипе Сетнер тĕл пулăвне выляса пачĕç.

Ташăçсен «Грация» ушкăнне Н.Пронькина ертсе пырать. Хĕрсем «Шур акăш» лирикăлла ташша ташланă чухне акăшсем евĕр сцена тăрăх «шурĕç». Çавăн пекех çак пултарулăх ушкăнĕ çĕнĕ чăваш ташшипе кăмăлсене çĕклерĕ.

«Кун-çулăмăн чи вăй питти вăхăтне халăхăма çутта кăларас ĕçе патăм, çамрăклăхăмри ĕмĕт-тĕллевĕмсене пурнăçа кĕртрĕм. Юрататăп чăвашсене, вĕсене телейлĕ тăвас тенисĕр пуçне пурнăçăмра урăх нимĕнле тĕллев те пулман», – тесе çырнă педагогика ăслăлăхĕсен классикĕ, икĕ чĕлхепе вĕрентекен пуçламăш шкул дидактикине тăваканĕ. Улăп чун-чĕреллĕ çыннăн сăмахĕсене А.Никитин студент каласа пачĕ. Асамлă чăваш кĕввин çеммипе 101-мĕш ушкăнра вĕренекен хĕр упраçсем 80 çул пурăннă И.Я.Яковлев юратнă халăхĕ валли çырса хăварнă Халала вуларĕç. Тĕлĕнмелле ăслă, тарăн шухăшлă йĕркесенче каланине шута илсен, пурнăçа кĕрсе пырсан çыннăн ячĕ нихăçан та çĕре ÿкмĕ. Çÿлти Турра хисеплеме хушни, вырăссемпе çывăх хутшăнура пулма хистени, çемьене упрама вĕрентни, пĕр-пĕринпе туслă пулма ыйтни, тăван чĕлхемĕре куç пек сыхлама калани тата ытти те пуян тавра курăмпа, çивĕч ăс-тăнпа çыхăнса чун-чĕре витĕр тухнă. Ÿкĕтлесе, ăс парса каланă. Халалăн кашни шухăшĕнче чăвашлăх туйăмĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнни куç кĕрет. Кĕлĕ евĕр вуланакан Халал пуриншĕн те ашшĕ-амăшĕн ăшă та пархатарлă пилĕ вырăнне пулса тăрать.

Т.Петрова, А.Ермолаева тата М.Архипова «Кинемейсем» сценка кăтартса хаваслă кулă парнелерĕç. Хăйсене вĕсем ялти кинемейсем пек тыткаларĕç, вĕсем пекех чĕлхе хыçрĕç, тем те пĕр сÿпĕлтетрĕç.

Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне пусарса яраканĕ, 100 ытла кĕнекепе брошюра авторĕ, Лондонри Британи тата ют çĕршывсен библи обществин хисеплĕ членĕ И.Я.Яковлев 160 çул çитнине халалласа педагогика колледжĕнче ал ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ. П.Васильев преподаватель ертсе пынипе 202-мĕш ушкăнра дизайнерсем пулма вĕренекен студентсем илемлĕ чăваш тĕррисем хатĕрленĕ, Çеçпĕл Мишши тата Константин Иванов сăнĕсене хăма çине хĕртнĕ пăшатанпа ÿкернĕ портретсем тăратнă. П.Семенов вĕренекенĕ Е.Рязанова Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн портретне курăмлă ăсталанă. Г.Мельников воспитанникĕсем тĕрленĕ ал тутрисем, пĕчĕк сĕтел çиттисем, тухьясем, чăваш çи-пуçĕпе тумлантарнă хĕр-пукане илемĕпе кашнинех илĕртрĕç.

«Иван Яковлева манмастпăр, усратпăр халăх асĕнче, ăна сума суса мухтатпăр тăван Чăваш çĕршывĕнче», – çакăн пек сăмахсемпе вĕçленчĕ литературăпа музыка композицийĕ.

Ĕнер чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Р.Максимова ертсе пыракан драма кружокĕн членĕсем Федор Павловăн «Судра» камитне лартса пачĕç. Ăна та И.Я.Яковлев юбилейне халалланă мероприятисен планне кĕртнĕ. О.Васильева Ухтеркке, А.Анатольев Катăк Çăвар, Л.Елифанова Сăпани, А.Денисова Каюра Крахьянĕ, О.Дмитриева Миравай ролĕсене ăста вылярĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика