АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЗОЯ АППАН ЙЫВĂР ТА ТЕРТЛĔ КУН-ÇУЛĔ

30 апреля 2008 г.

ЗОЯ АППАН ЙЫВĂР ТА ТЕРТЛĔ КУН-ÇУЛĔ

Сиккасси салин чи вăрăм урамĕнче - Кăшманкассинче – пурăнать Зоя аппа. Сарă кирпĕчрен купаланă хăтлă çурчĕ аякранах курăнса ларать. «Саранск хулинче çапаççĕ ку кирпĕче, - ăнлантарса пачĕ мана Зоя аппан аслă ывăлĕ Анатолий. - Ку кирпĕчпе эпир атте лартнă йывăç пÿрте сăртăмăр. Çăка пĕренесенчен çĕкленĕ пÿрт тăн-тăнччĕ, ăна пăсас мар терĕмĕр, кунта сывлăш та çăмăл, таса, кирпĕч хваттерти пек мар. Хулара виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер те пур ман, анчах унта мĕн кирпĕч стенасене пăхса ларас кунĕн-çĕрĕн; Тата анне те çамрăк мар, майăн 1-мĕшĕнче 85 тултарать. Арăм хулара, эпĕ аннепе ялта...»

Çак капăр çуртăн урамри сылтăм кĕтессинче чыс хăми çакăнса тăрать. Унта вырăсла çапла çырса хунă: «Здесь проживает заслуженная колхозница колхоза им. Жданова Яковлева З.А.» Йывăр та тертлĕ пурнăç пулнă Зоя аппан. Халĕ вăл ялта пысăк хисепре. Малтан, ача чухне те, кайран, çитĕнсе çитсен те, тем те тÿссе ирттерме тивнĕ ăна.

- Атте-аннесем çирĕп пурнăçпа пурăннă пирĕн. Картишĕнче 5-6 ĕне, икĕ вăкăр, 12 лаша, 10 - 12 сысна, 40 - 50 пуç качака-сурăх пулнă. «Качакасене эпир суман та», - тетчĕ анне.- Тĕрĕссипе, вĕсен шутне пĕлмен эпир, - каласа парать Зоя аппа. - Лавкка пулнă пирĕн, хупах... Ĕçлемесĕр пулман ĕнтĕ çак пуянлăх. Асаттене ялта Сăран Кавĕрли тенĕ, Суранов Гаврил Александрович эппин. Ултă ача пулнă вĕсен. Пилĕк ывăл та пĕр хĕр: Куçма, Санюк (ман атте), Илюш, Якăп, Кçтенкки, Униççе. Аттепе анне сакăр ача çуратнă, пиллĕкĕшĕ вилнĕ çамрăклах. Анне ман Анна ятлă пулнă, Терпитрен илнĕ ăна.

- Терпит тутар ялĕ вĕт...

- Унта тĕне кĕнĕ тутарсем пурăнаççĕ. Ман кукамай, халĕ Сиккассинче пурăнакан Базян Алексей Сергеевичăн аслашшĕн йăмăкĕ, Вăрăм Терпитне качча тухнă. Кукамайăн пилĕк хĕр пулнă. Анне - чи кĕçĕнни. Вăл тутарла калаçнине ас тумастăп. Тата мĕн каласа парас-ха; Ман анне, çитĕнсе çитсе хĕр пулсан ĕнтĕ ку, Çĕнĕ Шелттем ялне качча тухнă аппăшĕ патне хăнана кайнă. Каялла Терпите таврăннă чухне ăна Сиккасси каччи Сăран Санюкĕ (ман атте) вăрласа юлать, арăм тăвать. Питĕ пуян çемьене лекнĕ ман анне...

…Кулак тесе пире раскулачить турĕç эпĕ улттăра чухне. Асаттен этажеркăллă пысăк çурт пулнă тет. Эп ăна ас тумас. Ялти курайман çынсем чĕртсе çунтарса янă çав пÿрте. Аттене тытса кайрĕç. Ăна 1938 çулта Шупашкарта НКВД тĕрминче персе вĕлернĕ. Малтан Куçмана вĕлернĕ, аслине, тепĕр эрнерен - аттене. Унăн шăллĕ Якăп Çĕпĕре тухса тарса вилĕмрен хăтăлса юлчĕ. Аттене илсе кайсан эпир - анне, эпĕ, тăватă çулхи шăллăм Толя, виçĕ уйăхри Галя - пире те вĕлересрен хăраса, икĕ кун масар çинче пурăннă, çавăнтах çĕр каçнă. Кайран пире тăвансем хăйсен патне илсе кайрĕç. Пирĕн пĕтĕм кил-çурта, выльăх-чĕрлĕхе туртса илнĕ. Çын мунчинче пурăнтăмăр. Латнă мунчи Вăрăм хĕрринчеччĕ, çын çÿресех кайман çĕрте. Çавăнпа вилĕмрен хăтăлса юлтăмăр. Пĕр вилĕмĕнчен çăлăнтăмăр-ха, анчах выçă вĕлерет. Çимелли çук, мĕнпур тырра илсе тухса кайнă, кам çитерсе тăрантарать пире. Выçă хырăмпах анне тыр вырма илсе каятчĕ.Питĕ нушаллă пурăнтăмăр, сĕре... Тата аттерен виçĕ уйăхра юлнă Галя йăмăкăм та выçă. Анне: пăхаймас ку ачана, вилес - тĕк, вилтĕр уйрах, тетчĕ те, кÿмене уя туртса каятчĕ. Тырă вырма тухас пать, мĕнле пурнан... Эпĕ кÿме хыççăн тăнкăл-танкăл утса çывăрса пыраттăмччĕ. Питĕ çывăрас килетчĕ. Ирех каяттăмăр уя.

Анне сулахайпа ĕçлетчĕ те, питĕ хытă выратчĕ. Пуян çын кинĕ пулнă та, ĕçе вĕреннĕ ĕнтĕ. Хĕр нумай пулнă тет аннесен çемйинче. Анне çуралсан кукамай çапла каланă тет: «Каллех хĕр çуралчĕ, кирлĕ мар, тухса парăр ăна сыснана». «Сысна юлашки çеç эп», - тетчĕ анне. Вăл питĕ молодец пулнă. Тырра ĕмĕрĕпех çурлапа вырнă та, комбайн курсан, ухмах, тĕлĕнсе кайнă!

Анне те питĕ пысăк нуша курнă. Нушалансах вилчĕ. «Тăраниччен çăкăр çиесчĕ те вилесчĕ ман», - тетчĕ яланах. Мĕнпе илес-ха çăкăрне; Укçа çук. Налукне тÿлемелле, заемне çырăнмалла... Пĕрре аннепе çунашкапа Кĕтне Терпитне вутă туртса кайрăмăр сутма. Эпир пасартан килнĕ çĕре пирĕн пÿрте уçса кĕнĕ, арчари çи-пуçа тăхăнмалли тумтире, тутăрсене, пирĕн пысăк, хитре сăмавар пурччĕ, çавна йăтса тухса кайнă налук тÿлемен тесе. Вутă сутса тунă укçана кайса патăмăр та, япаласене каялла илсе килтĕмĕр.

Яланах çăкăр тăраниччен çименскер, шелутокпа аптраса чуть вилеттĕмччĕ. Пульницара выртса темле самайланса килтĕм. Хĕр чухне те аптăраттăмччĕ. Суханпа умма çи те, тыр выр-ха. Кунта качча килсен те, хĕве суханпа çăкăр чикеттĕмччĕ те, уя васкаттăм. Какая та, çăва та, çăмартана та патшалăха панă, хамăр выçă ларнă. Çиме çук, ачасем нумай хамăн, выçăпа нумай тертленнĕ. Тырă вырнă чухне çур çĕрте хĕрсемпе юрă юрласа килеттĕмĕрччĕ. Эпĕ килте те çывăрман ĕретлĕ. Сăпкара ача пулнă та кĕçĕнни, хăрах урана кантра тăхăнтарса сăпка сиктерсе çывăраттăм. Ыйăх килет ывăннă çыннăн. Кунĕпе тыр выр-ха. Хĕрсемпе шай выраттăмччĕ пĕрле. Карчăксем усем ир килетчĕç киле. Ман вĕсемпе каяс - каçалăк юлать.

- Анне пирĕн çитмĕл пĕр çула çитиччен ĕçлерĕ колхозра, - амăшне пÿлсе калаçăва хутшăнать Зоя аппа ывăлĕ Анатолий. - Аран-аран пăрахтартăм ĕçрен...

- Ман пĕр сакăрвунна çитиччен ĕçлес кăмăл пурччĕ, - тет Зоя аппа.

- Анне пирĕн ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ, раскулачить тунăшăн ун таса ятне тавăрнă. Аннен сăн ÿкерчĕкĕ кашни çул колхозăн Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă.

- Ĕçлесен кирек кама та тăратаççĕ ĕнтĕ. Килте ĕçсĕр выртман. Ачасене те килтех çуратнă, пульницана кайман. Пĕр ачине хăмла пахчинчех çуратрăм, Любăна. Вика тавăрма кайнăччĕ те уя - çынран юлас килмест вĕт-ха. «Апат çиме кил, Зоя аппа»,- теççĕ хĕрсем. «Эпĕ лайăх çисе килнĕ-ха, çимес,– теп. Хурăн хыçне лăпчăнса лартăм та, ман каса пуçларĕ. Хĕрсем киле чĕнеççĕ. «Çчас, эсĕр кайăр, эп кайран пырап»,- теп. Çитрĕм киле, тата урай çăвас теп-ха хам. Минтерсене, тÿшексене картишне илсе тухрăм. Пирĕн пăятам пурччĕ, пăятам тесен пĕлетĕр пуль-ха, мана пăхса тăрать вырăна шакканине. «Ма пăхса тăрать-ши ку, - теп ăшра,- ача тухса ÿксен, ăçта кайса кĕрес ман;"

Хырăм касса кайрĕ, хăмла пахчине чупса çитрĕм кăна, ача тухса та ÿкрĕ ман. Старике кăшкăрап: «Кулькка! Тух-ха! Аннÿна кала: ачана пÿрте илсе кĕтĕр». Пурнăçра тем те курнă пуль. Пĕрне кайса пăрахрăм çав, паян кун та кулянап. Ак çак çурта лартатпăр та, пăянам «пÿрт лартмалла, эс ача туса выртан»,- тесе каласран хăрасах кайса пăрахрăм. Çав ачашăн паян кун та кулянап. Мана питĕ пысăк çылăх ĕнтĕ.

Зоя аппан мăшăрĕ Николай Романович Яковлев вилнĕренпе кăçал 14 çул çитет. Ĕмĕрĕпе вăл чукун çул çинче ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче те фронта кирлĕ хĕç-пăшала пуйăспа нимĕç çĕршывне çитичченех турттарнă. Пĕррехинче, Киев çывăхĕнчи Дарница станцийĕнче, нимĕçсен самолечĕсем пирĕн эшелон Днепр урлă каçнă чухне ун çине бомбăсем пăрахма тытăннă. Николай Романов çак поезд çинче аслă кондуктор пулнă. Пăравус çумĕнчи темиçе вакун кĕпер çинчен тухма ĕлкĕрет, ыттисем шыва чăмаççĕ. Малти вакун çинче тăрса пынă аслă кондуктор вилĕмрен хăтăлса юлать.

1945 çулта, Японипе вăрçă пуçлансан, Сиккасси каччи Яковлев Куля Маньчжурине лекет. Эшелон темле станцинче тăнă вăхăтра вăл вагонсен буксисене тĕрĕслет. Ăна çав вăхăтра хыçалтан систермесĕр пырса тăнă çын ыталаса илет.

- Сторовă, Куля! Мĕн тăван эс кунта;

- Сторовă, сторовă... Кам пултăн-ха эс; Паллаймарăм...

- Куçта вĕт-ха, Емендюков... Сиккассисемех...

- Эсĕ тата мĕн тăван кунта;

- Курмастăн-им; Ĕне кĕтÿ пăхап...

Уйкасри Костя Емендюков та çар службинче иккен. Ăна, ял пурнăçне лайăх пĕлекенскерне, çар чаçĕн хушма хуçалăхĕнче ĕне кĕтÿне сыхлама лартнă. Мĕн эшелон тапранса кайичченех калаçнă вăрçă уй-хирĕнче тĕл пулнă ентешсем.

- Куçтапа тĕл пулсан час-часах сĕтел хушшинче иртнĕ вăхăтсене аса илсе ларатчĕç вĕсем, - каласа парать Зоя аппа. - Хăш чухне макăрса та илетчĕç...

Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн тăватă çул иртсен Яковлев Куля яштака та илемлĕ, пăрчăкан пек йăпăр-йăпăр Зоя Сурановапа çемье çавăрать. Тепĕр çулталăкран вĕсен ывăл çуралать - Толя. Унтан Саша, Люба, Валери, Сергей, Лена... Тăватă ывăл та икĕ хĕр. Пурте вĕсем аслă пĕлÿ илнĕ, пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă.

Пурнăçĕ çав тери тертлĕ пулнă пулин те, Зоя аппа ним чухлĕ те кăмăлсăр мар хăйĕн шăпипе: «Кун-çулăм вăрăм пулчĕ пулин те, хăшĕ-пĕри пек чирлесе-сусăрланса асапланман. Çамрăклах, çитĕннисемпе пĕрле, тырă вырнă, çĕр улми, сахăр кăшманĕ пăхса ÿстернĕ, кăларнă, тырра вăкăрпа Канаш элеваторне турттарнă, вăрçă вăхăтĕнче Тăвай енче окоп чавнă. Хĕллехи сивĕ çанталăкра та çÿхе тумтирпе кăна пулнă, тăраниччен апат çимен. Çапах та тÿснĕ, чăтнă. Упăшкам, Кулькка, алă та çĕклесе курман...»

Ыран, майăн 1-мĕшĕнче, Зоя аппа - Зоя Александровна Яковлева - 85 çул тултарать. Чаплă юбилее паллă тума ун патне тĕрлĕ çĕртен тăватă ывăлĕпе икĕ хĕрĕ, кинĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем, тăван-хурăнташ, кÿршĕ-аршă пуçтарăнĕ. Зоя аппан аслă ывăлĕ Анатолий, ташлама-юрлама ăстаскер, хăйне пурнăç пилленĕ хаклă çынна чысласа пĕтĕм чăваш халăхĕ кăмăллакан юрра хăйĕн уçă сассипе юрласа парса уява пухăннă тăван-хурăнташа пăлхантарĕ:

Лар, аннеçĕм, юнашар,

Çуммăн ларса калаçар.

Эс ÿстернĕ ывăл-хĕрĕн

Килме çулĕ çывăх мар...

Эс кĕтетĕн кунĕн-çĕрĕн,

Лар, аннеçĕм, юнашар...

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика