АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАЛЛĂ ТРЕНЕР ИННĂНА АСĂРХАНĂ

30 апреля 2008 г.

ПАЛЛĂ ТРЕНЕР ИННĂНА АСĂРХАНĂ

Виçĕ çул каялла Кÿкеç поселокĕнче республикăри шкул ачисен спартакиадинче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ М.Кузнецов 3000 метрлă дистанцире иккĕмĕш вăхăт кăтартнă хĕрача патне пынă. Михаил Павлович çак хĕрача ăçтан, çăмăл атлетикăпа хăçантанпа туслă пулнипе, чупассипе мĕнле çитĕнÿсем тунипе интересленнĕ.

– Инна, Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренес кăмăл çук-и; Ăсталăха ÿстерсе пыма пур майсем те пур унта, – тенĕ республикăри çăмăл атлетсен хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ тренер.

Хыçалкас хĕрĕ Энтрияль вăтам шкулĕнче тăхăр класс вĕренсе пĕтерсен Олимп резервисен училищине каять. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Инна кунта. Вăл – Чăваш Ен çамрăкĕсен пĕрлехи командин членĕ, тăван республика чысне темиçе хутчен те Пĕтĕм Раççейри, Атăлçи округĕнчи çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсемпе чемпионачĕсенче хÿтĕленĕ. Иннăн юратнă дистанцийĕсем – 1000 тата 3000 метр.

– Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне шкулта хăвăрт утассипе ăмăрту ирттернĕччĕ. Эпĕ виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Ку – манăн спортри пĕрремĕш çитĕнÿ. Тепрехинче утмалли йĕркене пăснă тесе мана дистанцирен кăларчĕç: хам та сисмен – чупа панă. Çакăншăн питĕ хытă кÿрентĕм. Малашне хăвăрт утассипе интересленме пăрахрăм. Вăт çапла эпĕ чупма тытăнтăм, – терĕ И.Романова.

Спортри çитĕнÿсемшĕн Инна чи малтан А.Гурьева тав тăвать. Шăпах Аркадий Гурьевич ĕнтĕ унра спорт пултарулăхĕ пуррине асăрханă, çăмăл атлетикăпа туслашма хавхалантарнă.

Кирек мĕнле спортсмен та пысăк çитĕнÿсем тума ĕмĕтленет. И.Романова та вĕсем пекех. Тен, пирĕн Инна çуллахи Олимп вăййисенче те хăйĕн вăйне, пултарулăхне тĕрĕслесе пăхĕ. Çапла пултăрччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика