АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧЕЕ ТИЛĔ ЧИР ЕРТЕТ

11 апреля 2008 г.

Район администрацийĕнче санитарипе сикекен чирсене хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн ĕçлевçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Районăн тĕп ветврачĕ А.Степанов иртнĕ çулта уртаракан чирпе мĕнле кĕрешни çинчен доклад туса пачĕ. Пĕлтĕр 84 лашана, 1476 ĕне выльăха, 1352 сурăхпа качакана, 4047 йытта, 847 кушака уртаракан чиртен хÿтĕлеме укол тунă. 65 çĕрте ветеринари дезинфекцийĕ ирттернĕ. Килсĕр 971 йытта, 53 кушака, 94 тилле тытнă. Уртаракан чиртен асăрхаттарас тĕллевпе калаçусем йĕркеленĕ, листовкăсем кăларнă. Иртнĕ çулхи нарăс тата юпа уйăхĕсенче ветеринари служби сунарçăсен обществипе пĕрле Сиккасси, Канаш, Шăхран лесничествин вăрманĕсенче ашпа тăранса пурăнакан чĕр чунсене «Оралрабивак» вакцинăпа иммунизациленĕ. Пĕтĕмпе вакцинăн 700 дозине хурса тухнă. 6 тилĕпе 4 йытă виллисене лабораторире тĕпченĕ.

Пĕлтĕр республикăра уртаракан чир паллине 55 хутчен тупса палăртнă, çав шутран тăваттăшĕ – пирĕн районта: Йăлмачча, Аслăял, Шăхаль ялĕсенче тата Шăхасанти сĕт-çу ферминче. Вĕсенче уртаракан чирĕн эпизоотилле вучахĕсене, ăнăçсăр пунктсене тата хăрушлăх кăларса тăратакан зонăсене тупса палăртнă. Вăхăтра мерăсем йышăнни уртаракан чире сарăлма паман.

Кăçалхи виçĕ уйăхра уртаракан чир темиçе ялта тупăннă. Январĕн 28-мĕшĕнче Алешево ялĕнче икĕ сыснана çыртнă тилле персе вĕлернĕ. Мартăн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ Пинерте пурăнакан И.Трофимова хуçалăхĕнче ĕне чирлесе ÿкнĕ. Эрнерен вăл вилнĕ. Мартăн 21-мĕшĕнче Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн утарĕнче йытă вилсе выртнă. Тăхăр кунтан çак хуçалăх ферминче икĕ пăру чирлесе ÿкнĕ. Иккĕшĕ те урисене тăсса хунă. Çÿлерех асăннă чĕр чунсемпе выльăхсем уртаракан чирпе чирлĕ пулнине тĕпчесе пĕлнĕ.

Кунсăр пуçне тилĕсем ялсенче çичĕ хутчен пулнине палăртнă. Анаткасра пурăнакан Н.Васильева картишĕнче вĕсенчен пĕрне сенĕкпе чиксе вĕлернĕ. Киров ячĕллĕ ЯХПК фермине 4 хутчен пынă. Калиновкăри Е.Герасимова тата Çĕнĕ Пинерти Н.Камышова хуçалăхĕсене тăватă ураллă «чее хăнасем» çитсе курнă. Ямаша та тилĕ кĕрсе тухнă. 2007 çулта тилĕсене Йăлмачча, Çĕнĕ Юнтапа, Маяк, Шăхаль, Аслăял, Кайри Ăнтавăш, Шăхасан ялĕсенче, район больницин Сиккассинчи участокĕнчи территоринче асăрханă.

Ветеринари специалисчĕсем уртаракан чирсен эпизотилле вучахне пĕтерме тата çак усал чиртен асăрхаттарас енĕпе кирлĕ мерăсене пурне те йышăннă. Ĕçе санитари тата медицина службисемпе тачă çыхăнса туса пыраççĕ.

Уртаракан чире тупса палăртсанах ветеринарин республикăри учрежденине пĕлтереççĕ. Çак чир ернĕ выльăхсене сăнаса тăраççĕ. 1024 ĕне выльăха, 12 лашана, 290 сурăха, 88 сыснана вакцинациленĕ. 1921 йытта, 304 кушака регистрациленĕ. Чĕр чунсене, вĕсен продукчĕсене сутма, вĕсене ăнăçсăр пунктсенчен илсе тухма чарнă. Чир хăрушлăхĕ çинчен халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем туса ирттерессине йĕркеленĕ. Инкек кÿме пултаракан вырăнсене тăтăшах кайса килмелле, çынна е килти выльăха çыртнă йытăсене 10 талăкран кая мар уйрăм тытмалла.

Çулталăк пуçланнăранпа 6 тилĕ вĕлернĕ. Килсĕр йытăсемпе кушаксене тытассине йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе 629 йытă тата 14 кушак тытнă. Асхва, Вăрăмпуç, Çеçпĕл, Сухайкасси, Кăшнаруй, Ямаш ял тăрăхĕсем çак енĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвне пурнăçлама пуçăнман-ха. Сунарçăсен районти обществи те тилĕсене тытас ĕçе вырăнтан тапратман. Чирлĕ чĕр чунсем е выльăхсем пулнă вырăнсенче чир микробĕсене пĕтернĕ.

Районта йытăсемпе кушаксене уртаракан чир ересрен профилактика иммунитацийĕ тăвас ĕç малалла пырать.

Раççей потребнадзорĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен территори управленийĕн Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕ Н.Липатов килсĕр йытăсемпе кушаксене тытма бригадăсем йĕркелемелли, выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрассине вичкĕнлетмелли, территорисене, тĕп автоçулсен хĕррисене çÿп-çапран тасатмалли çинчен каларĕ. Çак ĕçсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесех тăрассине аса илтерчĕ. Çавăнпа та яваплăха кашни утăмрах туймалла.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика