АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ÇУР АКИ ĔÇĔСЕМ ВĂЙ ИЛСЕХ ПЫРАÇÇĔ"

11 апреля 2008 г.

Пирĕн корреспондент район администрацийĕн агропромышленность комплексĕн организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн ÿсен-тăран енĕпе ĕçлекен тĕп эксперт-специалисчĕпе Г.Степановпа калаçать.

- Геннадий Николаевич, сирĕн должноçа каласа пĕтериччен чĕлхе çыхланса ларать. Ĕлĕк мĕнле ансатчĕ: «ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ».

– Вăхăт улшăннă май ятсем те улшăнаççĕ ĕнтĕ. Халĕ самани çавăн пек. Ĕçĕн тĕллевĕ вара ĕлĕкхи пекех - çĕр çинче ĕçлемелле, тырпул тухăçне ÿстермелле...

- Кăçал çуркунне ир килчĕ, тăпра та наччасах пиçсе çитет, ял çыннисем мĕн ĕç тăваççĕ çак кунсенче;

- Чăнах та, çурхи ĕçсем пуçланчĕç темелле. Паянхи кун тĕлне ( ака уйăхĕн 8-мĕшĕ - ред.) çичĕ хуçалăхра кĕрхи культурăсене тата нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ. «Пинер» хуçалăх нумай çул ÿсекен курăксен 250 гектарĕ çине удобренисем сапрĕ, кĕрхи культурăсене кунта 800 гектар акнă, вĕсенчен 600 гектарне апатлантарнă. Çавăн пекех «Урюм» хуçалăх та çак ĕçпе тимлет, «Родина» кĕрхи культурăсене апатлантарать. Ытти хуçалăхсем, уйсем типсе çитеймен пирки, ку ĕçе пуçăнайман-ха. «Путь Ленина» хуçалăхра, сăмахран, уйсене кĕме май çук хальлĕхе. Минераллă удобренисене мĕн пурĕ 1315 тонна кÿрсе килнĕ. «Мотор» хуçалăх кĕрхи культурăсене апатлантарас енĕпе аван ĕçлет. Çак ĕçсене 120 гектар çинче пурнăçланă та ĕнтĕ. Паян-ыран ку ĕç вĕçленет те пулĕ. Кунта çĕртме уйĕсене те 55 гектар çинче сÿреленĕ.

Нумай хуçалăхсем удобренисем кÿрсе килеймен-ха. Вĕсен укçи - тенки те çителĕклех мар пулĕ. Çак кунсенчех «Нектар» хуçалăх 30 тонна патне илсе килмелле...

– Хуçалăхсен ячĕсем улшăнса пĕтнĕ те, ялĕсене пĕлсе пĕтерме те май çук...

- Ку Ямаш тăрăхĕнчи Вăрман Енĕш, Питтикасси ялĕсем... «Агат» хуçалăх удобренисем илсе килме палăртнă.

– Ку хăш ялсем пулаççĕ тата;

- Ĕлĕкхи «Канашский» хуçалăх... Эпир хамăр ума çакăн пек тĕллев лартнă: пĕтĕм ĕçе çак эрнере пуçламалла та çуракине Мăн кун уявĕ тĕлне вĕçлемелле.

- Вăрлăхсем пирки лару-тăру мĕнле;

- Вĕсене çителĕклĕ кÿрсе килнĕ, паянхи кун тĕлне илес пулсассăн, вĕсен 80 проценчĕ акмалли кондицине ларать. Хăш-пĕр хуçалăхсенче кондицине ларман вăрлăхсем пур, вĕсене тепĕр хут аллаççĕ. «Пинер» хуçалăхра алласа пĕтермен, «Звезда», «Исток» хуçалăхсенче тепĕр хут алласа тĕрĕслеттерме пачĕç, тепĕр 5 - 7 кунтан результатсем паллă пулаççĕ. Иртнĕ эрнекун семинар-лару ирттертĕмĕр, çур акине тухакан техникăна тĕрĕслерĕмĕр. «Агат», «Пинер» хуçалăхсем паян тесен паян уя тухма хатĕр. Ытти хуçалăхсенче те техникăна хатĕрлесе çитереççĕ, сĕрмелли - çунтармалли материалсем илсе килеççĕ. Анчах удобренийĕ те, солярки те питĕ хаклă. Тырă тата сĕт вара питĕ йÿнĕ. Паянхи куна сĕте литрне пилĕк тенкĕ çурăпа илеççĕ. Лавккара ĕçмелли çăл шывĕ те сĕтрен хаклăрах, çур литрне 10 - 15 тенкĕпе туянатпăр. Ял хуçалăх продукцийĕ йÿнĕ пулнă пирки малашне хуçалăхсене питĕ йывăр килет...

Районĕпе пурĕ 38 хуçалăх шутланать, ĕçлесе пыраканнисем 32, çурри ытла - 20 хуçалăх - лайăх ĕçлесе пырать, вунă хуçалăхăн ĕçне ырламалли çук. «Звезда» хуçалăх пирки. Пĕлтĕр сухаланă, акнă вĕсем. Кăçал мĕнле ĕçлесси паллă мар. Тен, çĕрне фермер хуçалăхĕсене параççĕ. Вĕсен çĕр лаптăкĕсем пĕчĕк пирки фермер хуçалăхĕсем уçас пек калаçатчĕç. Пĕчĕк хуçалăхсенчен «Пахарь» пур, «Новый путь» - Вăтакас Кипеч çĕрĕсем çинче. Çав хуçалăхсем пĕтеççĕ пулĕ.

Эпĕ тата Киров ячĕллĕ хуçалăх пирки каласа хăвараймарăм. Вăл районти чи пысăк хуçалăх, кашни çулах йĕркеллĕ ĕçлесе пырать, пысăк тупăш илет, çĕр улмипе те, пĕрчĕллĕ культурăсемпе те унăн кăтартусем яланах лайăх. Кашни çулах 120 - 150 тоннăран кая мар удобрени илсе килет, вăл кăçал та 120 тонна кÿрсе килнĕ. Кĕрхи культурăсене 55 - 60 гектар çинче апатлантарчĕ. Выльăх-чĕрлĕх нумай пулнă пирки вĕсем курăкне те 800 гектартан кая мар лаптăксем çинче акса-çулса илеççĕ. Вĕсем çине те çак кунсенче çине тăрсах удобрени сапаççĕ.

Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн: район уй-хирĕсенче çур аки ĕçĕсем кашни кунах вăй илсе пыраççĕ, вĕсем ăнăçлă иртессе шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика