АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭПĔ АНДРИЯНА ПАЛЛАНĂ

11 апреля 2008 г.

ЭПĔ АНДРИЯНА ПАЛЛАНĂ

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Юрий Гагарин «Восток» караппа космоса тухса Çĕр чăмăрĕ тавра вĕçсе çаврăннă. Историнчи çак паллă пулăма халалласа кăштах вăхăт иртнĕ хыççăн Юрий Алексеевич ячĕпе Шупашкар хулинче палăк вырнаçтарнă.

Вăл вăхăтра тепĕр çултанах тĕнче уçлăхне чăваш космонавчĕ вĕçессе никамах та шутлама пултарайман-тăр. Çакăн хыççăн, паллах, Андриян Николаев ячĕпе те тĕп хуламăрта палăк лартнă. Палăксене вырнаçтарнă урам ячĕсем вĕсен мăнаçлă ячĕсемпе çÿре пуçланă.

Çав вăхăтранпа ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче космонавтика кунне халалласа Шупашкарта çулсеренех митинг иртет. Эпĕ те унта хамăн çемьепех хутшăнатăп. Пирĕн çĕршыв тĕнче уçлăхне çул уçаканĕ пулнишĕн эпир чăнласах та мухтанатпăр. Çак куна пĕтĕм халăх юратса асра тытать. Чăваш Ен виççĕмĕш космонавта çитĕнтерни пире тата та мăнаçлантарать.

Андриян Григорьевич тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă тапхăрта эпĕ вакунсем юсакан заводăн пионер лагерĕнче воспитатель пулса ĕçлеттĕм. Педагог пулнă май чапа тухнă хамăрăн ентешпе яланах тĕл пулма ĕмĕтленеттĕм.

Шупашкар районĕнчи пĕр пионер лагерьте ĕçленĕ вăхăтра ачасене космонавт çуралса ÿснĕ яла çитсе килме сĕнтĕм. Унта эпир автомашинăпа кайрăмăр. Пионерсемпе А.Николаевăн Шуршăлти музейне кĕрсе куртăмăр. Ачасем космоса вĕçекен караппа кăсăкланса паллашрĕç.

Андриян Григорьевича пуçласа эпĕ Канаш хулинче тĕл пулнă, хам унта пурăннă тапхăрта. Вăл пĕччен марччĕ, унпа пĕрле пирĕн тăрăха Валентина Терешкова тата Виталий Севастьянов килнĕччĕ. Иккĕмĕш хут – Шупашкарти политпросвещени çуртĕнче, унта вăл хăйĕн мăшăрĕпе Валентина Владимировнапа кĕрсе тухнăччĕ. Анчах та алă тытса сывлăх сунма тата сăн ÿкерĕнме 1996 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче кăна май килчĕ. Ун чухне вăл Пĕтĕм Раççей тата Мускав Патриархĕпе II Алексийпе Республика кунне килнĕччĕ. Пирĕн тĕл пулу нихăçан сÿнми çулăм умĕнче пулса иртрĕ. Пирĕнпе пĕрле Варнава тата Энвер Аблякимов пурччĕ. Эпир сывлăх суннă хыççăн кăштах калаçса та илтĕмĕр. Кайран вĕсем Америкăра туса кăларнă «Линкольн» автомашинăпа çула тухрĕç. Çак тĕл пулăва эпĕ нихăçан та манас çук.

2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче 75 çула çывхаракан СССР летчик-космонавчĕ, авиацин генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев пурнăçран уйрăлса кайни çинчен илтсен чĕререн хурлантăм. Эпĕ те ытти ентешсем пекех унпа сывпуллашма Шупашкара залив хĕрне кайрăм, унта унăн тупăкне вырнаçтарнăччĕ. А.Николаевпа çыхăннă ырă самантсене яланах асра тытатăп.

Статьяна вĕçленĕ май кĕскен хам çинчен каласа хăварас килет. Кăçал çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче эпĕ 85 çул тултаратăп. Час-часах ачасемпе тата студентсемпе тĕл пулса патриотизм тематикипе калаçатăп. Вăрçа хутшăннăшăн мана, иккĕмĕш ушкăн инвалидне, 2004 çулта «Ока» автомашина парнелерĕç. Унпа эпир час-часах дачăна çÿретпĕр. Мăшăрăмпа, Раиса Петровнăпа, 52 çул килĕштерсе пурăнатпăр. Сăмах май, çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл 70 çул тултарать. 2008 çул пирĕншĕн кăçал юбилейсемпе пуян.

ŸКЕРЧĔКРЕ: А.Г.Николаев авторпа пĕрле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика