АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАР КОМИССАРИАЧĔ САКĂР ВУННА ÇИТРĔ

04 апреля 2008 г.

ÇАР КОМИССАРИАЧĔ САКĂР ВУННА ÇИТРĔ

Патша правительствин йышăнăвĕпе 1914 çулта Шăхран станцинче чукун çултан инçех мар пушă вырăнта салтак ачисене патша çарне ăсатмалли пункт валли икĕ казарма тунă. 1915 çулхи çуркунне çар округĕн командующийĕ Хусан кĕпĕрнаттăрĕ урлă Çĕрпÿ уесĕнчи Шăхран поселокĕнче тыткăна лекнĕ 10000 салтак валли бараксем тума приказ кăларни çинчен пĕлтернĕ. Приказра бараксем тÿпем вырăнта тата çывăхра шыв çителĕклĕ пулмалли çинчен те каланă.1928 çулта пуш уйăхĕнче çÿлерех асăннă икĕ казармăра Мускав çар округĕн командующийĕн приказĕпе йĕркеленĕ çар комиссариачĕ вырнаçнă. Унăн полномочине Çĕрпÿ, Куславкка, Шăхасан, Вăрнар, Тăвай тата Канаш районĕсем кĕнĕ. Кунтах Чăваш Республикин çар комиссариачĕн пухăну пункчĕ вырнаçнă.

Канашра çар комиссариатне йĕркеленĕренпе 80 çул çитрĕ. Юбилей ячĕпе Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссариачĕ хăйне евĕрлĕ уяв ирттерчĕ. Вăл хулапа районăн тавра пĕлÿ музейĕнче пуçланчĕ. Хăнасем, комиссариатра ĕçленĕ çынсем, вăрçă ветеранĕсем, пурнăçĕсене çарпа çыхăнтарнисем музей ĕçлевçисем юбилей тĕлне хатĕрленĕ куравпа паллашрĕç. Стенасем çумĕнчи стендсем комиссариат кун-çулĕпе, унта тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ сотрудниксемпе, çар комиссарĕсемпе паллаштарчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă П.Меркурьев художник картинисем пурне те килĕшрĕç, уйрăмах – вăрçă темипе ÿкернисем. Куравра шевронсем, пакунсем, РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен вымпелĕсем, парашютсем, ялавсем, пăшалсем, бронепоезд макечĕсем, салтак япалисем пулчĕç. Хаклă хăнасенчен пĕри, Анат Сурăм ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.Михайлов генерал-майор, музее патша çарĕнчи винтовкăн штыкне парнелерĕ. Çав винтовка хуçи граждан вăрçи вăхăтĕнче Байкал тăрăхĕнче çапăçнă. Пăшалăн штыкĕ Николай Михайловича парне вырăнне лекнĕ.

Çар комиссарĕ Ю.Барышов, отставкăри генерал-майор Н.Михайлов тата çар ветеранĕ Э.Ушаков интереслĕ те усăллă курав хатĕрленĕшĕн тавра пĕлÿ музейĕн директорне М.Филимонована, ытти сотрудниксене тав турĕç.

Малалла уяв республикăри çар комиссариачĕн пухăну пункчĕн клубĕнче тăсăлчĕ. Пухăннисене хулари 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн кадетсен класĕнче вĕренекенсем сăвă-юрăпа саламларĕç. «Кадетсем çĕршыва сыхлама яланах хатĕр!» – тесе вĕçлерĕç вĕсем хăйсен сăмахне.

– Çĕршывăн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсем валли специалистсем хатĕрлессине лайăх йĕркеленĕшĕн тата çар училищисенче офицерсем вĕрентсе хатĕрлеме тивĕçлĕ кандидатсем хатĕрленĕшĕн çар комиссариатне темиçе хутчен те хавхалантарнă. Унăн çар служащийĕсене тата гражданла персоналне нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, служба тивĕçĕсене тÿрĕ чунпа пурнăçласа пынăшăн, кăткăс задачăсене татса панă чухне пуçарулăхпа пĕлÿ кăтартнăшăн орденсемпе тата медальсемпе чысланă. Пирĕн патра тарăн пĕлÿллĕ специалистсем ĕçлеççĕ, вĕсен ĕç опычĕ пысăк, çар управленийĕн вырăнти органĕсен йăли-йĕркине çирĕп тытса пыраççĕ, – палăртрĕ хăйĕн докладĕнче Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Ю.Барышов.

Республика çар комиссарĕн çумĕ А.Рогов Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин приказне вуласа пачĕ. Çав приказпа çар комиссариачĕн уйрăм пуçлăхĕсене А.Наймушинпа А.Степанов подполковниксене «Çар службинче палăрнăшăн» медальпе наградăланă. Алексей Николаевич комиссариат сотрудникĕсене А.Миронова, Л.Гренчишинана, Т.Семенована, А.Хрисанована, А.Журавлевана, Р.Зиганшинана, Л.Желудкована, Н.Степанована, Л.Арсентьевана республика çар комиссариачĕн грамотине, сотрудниксен ушкăнне тав çырăвĕ пачĕ. Афганистан ветеранĕсен союзĕн Чăваш Республикинчи комитечĕн председателĕ И.Кашаев Афганистан ветеранĕсен Раççейри союзĕн тата «Çарти тăванлăх» ветерансен юхăмĕн «Хăюлăхпа паттăрлăхшăн» медалĕпе республика çар комиссарĕн çумне, Канаш хулипе районĕн пĕрлештернĕ комиссариатне ертсе пынă А.Рогова, «Тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медалĕпе çар комиссарне Ю.Барышова тата уйрăм пуçлăхне С.Желудкова наградăларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Канаш хула пуçлăхĕн çумĕ А.Григорьев тата Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Шатров юбилей ячĕпе ăшă сăмахсем каласа çар комиссариачĕн хастар ĕçлевçисене грамотăсем парса хисеп турĕç. Юбилей ячĕпе саламлакансен йышне Чăваш Республикинчи РОСТО (ДОСААФ) организацийĕн председателĕ А.Кузьмин, РОСТОн (ДОСААФăн) Канашри автошкулăн пуçлăхĕ В.Анисимов, саппасри полковник А.Забудский тата ыттисем хушăнчĕç.

Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Ю.Барышов подполковник комиссариат сотрудникĕсен тата ял тăрăхĕсен çар учетне тăратас енĕпе ĕçлекен специалисчĕсен пысăк ушкăнне, комиссариат ветеранĕсене, предприятисемпе организацисен ертÿçисене çар комиссариачĕпе тачă çыхăну тытса тăнăшăн тата ĕçре пулăшса пынăшăн грамотăсем, парнесем, тав çырăвĕсем парса чыс турĕ.

Уяв концертпа вĕçленчĕ. Залра ларакансене хулари 8-мĕш ача сачĕн воспитанникĕ И.Александров, «Альянс» эстрада ушкăнĕн солисчĕсем Р.Андреевпа Е.Яковлев, Д.Иванов, Е.Захарова тата Е.Семенов çамрăк юрăçсем, 3-мĕш номерлĕ вăтам шкул хорĕ шăрантарнă юрăсем, ку чухнехи ташăсен «Фантази» ансамблĕ ташланă ташăсем кăмăла кайрĕç. Чи асра юлни – Етĕрнери патриотла юрăсен «Память» ансамблĕн пултарулăхĕ. Коллектив репертуарĕнчи афган юррисене никам та пăлханмасăр итлеймерĕ, хăшĕ-пĕрисем шалти туйăмĕсене пытараймарĕç: вĕсен куç айĕсем нÿрĕленчĕç. Ю.Барышов хăнасене çар юррисемшĕн тав турĕ тата ансамбле йĕркеленĕренпе 10 çул тултарнă ятпа саламларĕ.

ŸкерчĔксенче: район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ çар çыннисемпе пĕрле – Н.Михайлов генерал-майорпа, Мускав çар округĕн штабĕнчи пай пуçлăхĕпе В. Ильин полковникпа тата Н.Григорьев подполковникпа.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика