АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРМАНСЕНЕ ВУТ-КĂВАРТАН СЫХЛАР

04 апреля 2008 г.

Вăрманти пушар – питех те хăрушă пулăм. Пĕр сехетрех вуншар çул ÿстернĕ йывăç-хунав вырăнĕ кĕл купипе витĕнме пултарать. Çунса хуралнă лаптăк çинче çĕнĕрен вăрман чĕртесси мĕнлерех кăткăс ĕç пулнине эпир, вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем, аван пĕлетпĕр. Çавăнпа та вăрманта чухне вут-кăвартан хамăр асăрханса сыхлануллă пулнине нимĕн те çитмест. Вăрмансемшĕн чи синкерлĕ вăхăт вăл – çуркуннепе çуллахи шăрăх кунсем. Кăнтăр кунĕнче çĕр çинче выртакан вĕрипе типсе кушăрханă пĕлтĕрхи çулçăпа лăсăсене тивсе амаланса каймашкăн сÿнтермесĕр пăрахса хăварнă пирус тĕпĕ те çителĕклĕ. Вăрман уçланкинче хĕвелĕн хĕрÿ пайăркисемпе хĕртĕнсе выртакан кантăк ванчăкĕ те çак тапхăрта йывăçсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

Акă, уй-хир тата вăрмансем юртан тасалса хĕллехи ыйхăран вăранчĕç. Ял халăхĕ те çурхи ĕçсене пуçăнма хатĕрленет. Куç умне унта та кунта хĕл каçипе пăрахса тултарнă çÿп-çап куписем туха-туха тăраççĕ. Субботниксем йĕркелесе çынсем юр айĕнчен тухнă çÿп-çапа пуçтарса тирпейлеме тăрăшаççĕ. Часах, акă, хуçалăх çĕрĕсем çинче кивĕ улăм купи тĕпĕсене те çунтарма тытăнаççĕ. Енчен те кил-çурт таврашĕнче тирпей-илем кÿнĕ чухне вут-çулăма асăрхасах тăраççĕ пулсан, уй-хирте тата вăрмансенче пачах урăхла лару-тăру. Кивĕ курăка, улăм купин тĕпĕсене тата нумай çул ÿсекен курăксен уйĕсене тивертсе яраççĕ те пăрахса каяççĕ. «Çулăм чĕлхи» кун пек чухне, çил вĕрнĕ май, вĕри хĕмĕпе таçта аякка-аякка тăсăлса пысăк инкек патне те илсе çитерме пултарать.

Ку вара хуçалăх çĕрĕсемпе çывăхра вырнаçнă вăрмансемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Вăрман юртан тасалсассăн çунмалли япала вара унта темĕн чухлех пуçтарăнать. Телее, йывăç айĕсем симĕс курăкпа витĕнсен çак хăрушлăх кăштах чакать-ха, анчах та пĕтĕмпех мар. Çавăнпа та вăрманта тата унăн çывăхĕнче уйрăмах асăрхануллă пулмалла тата пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.

Сиккасси лесничествин вăрманĕсене вут-кăвартан сыхласа хăварас тĕллевпе профилактика ĕçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çак тĕлĕшпе Сиккасси, Карăклă, Шаккăл, Вăрăмпуç, Вăтапуç тата Шелттем ял тăрăхĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр, унта пурăнакансемпе тăтăшах ăнлантару ĕçĕсем туса ирттеретпĕр. Вăрман çывăхĕсенче ятарлă кану вырăнĕсем йĕркелетпĕр. Çавăн пекех пушар хăрушсăрлăх линийĕсем туса çаврăнатпăр. Пушар тухас хăрушлăх тапхăрĕ пуçлансан лесничествăра пушар хăрушсăрлăх командине йĕркелетпĕр. Унта 12 çын шутланса тăрать, вут-кăвара хирĕç кĕрĕшме вĕсене ятарлă техника уйăрса панă.

Ăшă кунсем çывхарнă май çынсем çут çанталăка ытларах тухса çÿреме тăрăшаççĕ. Шашлăк тата ытти апат-çимĕç пĕçерсе хатĕрлес тĕллевпе кăвайт хураççĕ. Кун пек чухне вара кăвайтсене вăрман уçланкисенчех сÿнтермесĕр хăварнă тĕслĕхсене те час-часах тĕл пулатпăр. Шăрпăк – ача вăййи мар, вăрманта вара унпа уйрăмах асăрхануллă пуласчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика