АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУÇЛĂХ ПУЛĂШРĔ

04 апреля 2008 г.

Пире, Хучел шкулĕнче ĕçлесе вĕренекенсене, 6-мĕш класра туса ирттернĕ ырă ĕç чуна савăнтарать. Шкула хута янăранпа чăнласах та чылай вăхăт иртрĕ, çавăнпа та урайĕнчи линолеум та кивелсе çĕтĕлме пуçларĕ. Улттăмĕш класра вĕренекен ачасемпе вĕсен ертÿçи Г.Николаева çак ыйтăва мĕнле татса памалли çинчен пуçтарăнса канашларĕç.

Часах ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ирĕкĕпе укçа-тенкĕ пуçтарса пачĕç. Анчах та таварĕ хаклă пулнă май укçа сумми çуррине илмелĕх те çитмерĕ. Класс ертÿçи ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Н.Степановран класс урайне çĕнетме пулăшу ыйтрĕ. Ял пуçлăхĕ вырăнти лару-тăрупа пырса паллашнă хыççăн пулăшма килĕшрĕ.

Н.Степанов пулăшнипе шкула часах линолеум илсе килчĕç. Кивĕ урая çĕннипе улăштарас ĕçе ачасен ашшĕ-амăшĕсем хутшăнчĕç. Унта А.Грабин, Г.Васильева, А.Васильева, В.Григорьев вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем уйрăмах хастарлăхĕпе палăрчĕç. Кĕçех класс урайĕ çĕнĕ линолеумпа витĕнчĕ. Ял пуçлăхĕ тата ачасен ашшĕ-амăшĕсем туса ирттернĕ ырă ĕç пурне те савăнăç кÿчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика