АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АНШАРЛИ ХĂВАЧĔ ТЫТКĂНА ИЛЕТ

04 апреля 2008 г.

Сиккассинче ытла та хăрушă ĕç пулса иртнĕ. Пĕр тăвансем пуçĕсене хаяр шĕвекпе минретнĕ хыççăн урлă-пирлĕ калаçкалама пуçланă. Юлашкинчен хытах хирĕçме тытăннă. Шăллĕ вĕрирех пулнă пулас: пиччĕшне кăкăрĕнчен икĕ хутчен çĕçĕпе чикнĕ. Лешĕн чĕри йывăр сурана чăтайман – тапма чарăннă. Тăван пиччĕшне вĕлерекене тытнă, следстви пырать.

Шăхасанта шоссе çинче 54 çулти арçыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Вăл юраман çĕрте урам урлă каçма тăнă чухне ун çине «ГАЗ-322132» кĕрсе кайнă. Арçын васкавлă медпулăшу машини çитиччен вилсе кайнă. Водитель урах пулнă.

Милицине Кайри Ăнтавăш ялĕнче пурăнакан 50 çулти хĕрарăм пынă. Куççуль витĕр вăл опекăра тăракан 13 çулти арçын ача Канашри социаллă приютран каникул вăхăтĕнче яла хăй патне илсе килсен çухални çинчен пĕлтернĕ. Урама выляма ирĕк ыйтса тухнă та каялла таврăнман. Вăл ăçти паллă мар.

Район больницин хирурги уйрăмне пĕр 12 çулсенчи хĕрача пынă. Вăл çурăмне, пилĕкне, хырăмне амантнă. Тĕпченĕ хыççăн çакă палăрнă: хĕр пĕрчине унран 3 çул аслă хĕрачасем ним шелсĕр хĕнесе пĕтернĕ.

Районти ялсенчен пĕринче вуннă урлă каçнă арçын ача аллине амăшĕ пытарнă сăмакун кĕленчи лекнĕ. Темиçе стакан ярса ĕçнĕ çакскер. Нумай кирлĕ-и ачана – шăпăрлан тăнне çухатнă. Ăна район больницине васкавлă медицина пулăшăвĕн машинипе леçме тивнĕ. Самаях кĕрешме лекнĕ шурă халатлисен арçын ача пурнăçĕшĕн.

Пайкилт ялĕнче пурăнакан 33 çулти арçын пушă ларакан çуртăн шалти виçĕ рамине кантăкĕ качки кăларса илнĕ. Вăрланă япаласене килне илсе çитереймен вăл. Ăна çул çинче пакунлисем тытса чарнă.

Çитмĕле çывхаракан хĕрарăмпа унăн хĕрĕхри ывăлĕ Уйкас ялĕнче пурăнакан 72 çулти арçын килĕнче саккуна пăсса регистрацине тăнă. Çакскерсем старикăн япалисене час-часах вăрлаççĕ, хăйне вĕлерессипе хăратаççĕ. Материал хулапа район прокуратуринчен килнĕ.

Пукăртан ялĕнче пурăнакан аллăсенчи хĕрарăм хăйĕнчен 16 çул кĕçĕн хĕрарăма усал сăмахсемпе намăслантарса пĕтернĕ, икĕ хутчен кăкăрĕнчен тимĕр кĕреçепе çапнă, патакпа хĕненĕ, урипе тапса пĕтернĕ. Инкек тÿснĕ хĕрарăма медицина пулăшăвĕ панă.

Чакаç ялĕнче йывăç çурт çунса кайнă. Пушар 22 çулти çамрăк пирус туртнă чухне асăрхануллă пулманнипе тухнă теççĕ. Пушара сÿнтернĕ хыççăн ун виллине тупнă. Атнашра сарай тата вите кĕлленнĕ. Тăкакĕ – 30 пин тенкĕ. Инкек сăлтавĕ – электропровода тĕрĕс вырнаçтарманни.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика