АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХИРТЕ ХЫТ-ХУРА АН ХУÇАЛАНТĂР

02 апреля 2008 г.

«Хăш-пĕр уйсенче тырă мар, хыт-хура чашкăрать», – тени юлашки вăхăтра тăтăшах хăлхара янăрать. Чăнах та ĕнтĕ, пушă выртакан çĕр лаптăкĕсем чакса мар, хушăнсах пычĕç. Çак пулăм майĕпен çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Республика Президенчĕ Н.Федоров нумаях пулмасть çакăн пек тĕллев кăларса тăратрĕ: республикăри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 50 пин гектар йышăнакан çĕрсене çаврăнăша çĕнĕрен кĕртмелле.

Çак ыйтупа район администрацийĕнче ĕçлĕ канашлу иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ А.Дмитриев Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче район-хула пуçлăхĕсен Канашĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен Канашĕн пĕрлехи ларăвĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пушă выртакан çаврăнăша кĕртессипе Чăваш Енте мĕнле ĕçленине сÿтсе явни çинчен каласа пачĕ.

– Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ку е вăл ĕçе тума, ял сăн-сăпатне çĕнетме укçа-тенкĕ çитменни çинчен ассăн сывласа калаççĕ. Çав хушăрах вара çеремленме пуçланă «ĕçсĕр» çĕрсем çине çаврăнса та пăхмаççĕ тесен те йăнăш пулас çук. Вĕсемпе усă курма инвесторсем тупсан вырăнти бюджета самаях укçа пырса кĕме тытăнасса пит лайăх пĕлеççĕ вĕт-ха вĕсем. Килес çулхи январĕн 27-мĕшĕччен çĕр хуçисем пулса тăнине пĕлтерекен документсем илмесен пайсемсĕр тăрса юлма пултарассине халăха аса илтерсех тăмалла, кирлĕ пулсан уйрăммăн чĕнсе ăнлантару калаçăвĕсем ирттермелле. Свидетельство илтĕн-тĕк санăн саккунлă çĕр лаптăкĕ пулĕ. Ун çинче тар юхтарса ĕçлеме те, ăна арендăна пама та, сутма та пултаратăн. Кирек мĕнле пулсан та çĕр ялан çаврăнăшра пултăр, – терĕ Александр Иванович.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тăрăха ертсе пыма лартнă. Вĕсем кунти ĕçсемшĕн яваплă, кирек мĕнле ыйтăва та татса пама майсем шыраса тупма пĕлмелле. Пушă çĕрсене çаврăнăша кĕртесси вĕсенчен те нумай килет. Çĕрпе усă курма ирĕк кирлĕ. Ирĕкне илме вара регистраци витĕр тухмалла. Çакăн пек шухăш палăрчĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕн Г.Васильевăн сăмахĕсенче.

Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов та тухса калаçрĕ. Вăл усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсене «ĕçлеттерме» инвесторсене нумай вăхăта арендăна панин усси çинче чарăнса тăчĕ. АПК организацисемпе çыхăнса ĕçлекен, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕсен специалисчĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çĕр ĕçĕпе вăхăта шеллемесĕр ĕçлемеллине пĕлтерчĕ.

Регистраци палатин, çĕр чиккисене палăртакан уйрăмăн представителĕсем канашлăва хутшăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика