АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔП КАЛАÇУ – НАЦИ ПРОЕКЧĔСЕМ ÇИНЧЕН

02 апреля 2008 г.

Район депутачĕсен Пухăвĕ хăйĕн XXIII ларăвне ирттерчĕ. Унта тăхăр ыйту пăхса тухрĕç.

Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тухса калаçрĕ. Вăл районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ тата кăçалхи задачăсене палăртрĕ. Тĕпрен илсен инженерла тата социаллă инфратытăм кăтартăвĕсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртнĕ. 22 тĕслĕх библиотека ĕçе пуçăннă. 14,69 километр çул тунă, вĕсем районти 12 яла çыхăнтараççĕ. Район бюджечĕн укçи-тенкипе 4,59 çухрăм çул юсанă, 19,2 метр тăршшĕ кĕперсем тунă. Финанс çăл куçĕсем тупса 37950 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çуртсем хăпартнă. Шăхасанта 18 хваттерлă çурта хута янă. Вырăнти бюджетран пурăнмалли çуртсем тума 4018,92 пин тенкĕ, хытă сийлĕ çулсем сарма 33606,3 пин тенкĕ уйăрнă.

«Чăвашэнерго» акционерсен уçă пĕрлĕхĕ уйăрнă укçапа 4 ялта 6,211 километр электричество линийĕсем карнă. Çĕре чикĕ туса уйăрас енĕпе ĕçленĕ. 740,2 гектар йышăнакан 176 çĕр лаптăкне регистрациленĕ, 904 объекта инвентаризациленĕ.

Приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртсе пыни районăн агропромышленность комплексне миллионшар тенкĕ хушма тупăш кÿнĕ. Пĕлтĕр районта пурăнакан 1316 çынна хушма хуçалăха аталантарма 183,9 миллион тенкĕлĕх кредит панă. Ял хуçалăх техникине çĕнетес енĕпе шанчăклă утăмсем тунă. Çулталăк хушшинче 47780 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туяннă, çав шутран лизингпа – 2280 пин, кредит ресурсĕсен шучĕпе – 41187 пин, хăйсен укçи-тенкипе – 4313 пин тенкĕлĕх. Иртнĕ çул ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенсем патшалăхран 19,7 миллион тенкĕ пулăшу илнĕ. Çав укçа-тенкĕне тăпра пулăхлăхне ÿстерме, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине, элитлă вăрлăх хатĕрлессине лайăхлатма, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем туянма тата ытти агроĕçсем тума янă. 2007 çулта тĕрлĕ меропиятисем ирттерсе ял хуçалăх продукцийĕсем туса илесси чакса пырассине чарма май килнĕ. Продукцисен калăпăшĕ 870 миллион тенке çитнĕ. Вăл шутран харпăр хăй хушма хуçалăхăн – 236 миллион тенкĕ, ку вăл птĕмĕшле калăпăшăн – 73 проценчĕ. Шел пулин те, ял хуçалăх организацийĕсенче производство чакса пырассине чарма май килмест-ха. Сĕт суса илесси 2006 çулхипе танлаштарсан 98, 4 процент кăна, аш-какайпа – 91,2 процент. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ хатĕрлессин кăтартăвĕсем пĕчĕкленнин тĕп сăлтавĕ – выльăхсен йышне чакарса пыни. Отчет тăратнă 36 хуçалăхран 31-шĕ çулталăка тупăшлă вĕçленĕ. «Пинер» акционерсен хупă пĕрлĕхĕ 8 миллион тенкĕ тупăш илнĕ, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ – 5,4 миллион, чăх-чĕп фабрики – 4,9 миллион, «Цивиль» тулли мар яваплă пĕрлĕх – 2,3 миллион, «Агат» – 2,6 миллион тенкĕ. «Цивиль» колхоз 1658 пин тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ, «Канаш» ЯХПК – 3112 пин, «Мотор» ЯХПК – 649 пин, «Родина» ЯХПК – 478 пин, «Агора» тулли мар яваплă пĕрлĕх – 16 пин тенкĕ. Районта сĕт сутса 10,2 миллион, тырă сутса 8,5 миллион, çăмарта сутса 8,1 миллион тенкĕ тупăш илнĕ, аш-какайпа вара 5,4 миллион тенкĕ тăкак курнă.

Районăн агропромышленность комплексне капитал хывас енĕпе уйрăм ĕçсем туса ирттернĕ. «Пинер» акционерсен хупă пĕрлĕхĕнче 200 ĕне вырнаçмалăх витене юсаса çĕнетнĕ. Асхва ялĕнчи 320 ĕне вырнаçакан сĕт-çу фермине реконструкцилеме «Флора и дизайн» тулли мар яваплă пĕрлĕхпе бизнес-план тунă. «Зодчий и Ч» пĕрлĕхпе Энтрияль çывăхĕнче 2000 пуç вырнаçмалăх сысна ферми тума документаци хатĕрленĕ. Халĕ унта строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Асхва ял тăрăхĕн территорийĕнче ял хуçалăх кооперативĕн пасарне тума пуçланă. Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне районта ялти потребительсен 23 кооперативне шута илнĕ. Çав шутра ял хуçалăх продукци туянакан тата ăна тирпейлекен пĕр кооператив та çук. Çÿлерех асăннă кооператив пасарĕ ĕçлеме пуçласан ялсенчи потребительсен кооперативĕсен малалла аталанма лайăх условисем пулĕç.

Вак предпринимательствăна аталантарассинче сисĕмлĕ ÿсĕмсем пур. Районта 126 пĕчĕк предприяти регистрациленĕ. Вĕсенче 2,2 пин çын ĕçлет. Иртнĕ çул 11 суту-илÿ объекчĕ уçăлнă: 3 павильон тата 8 магазин. Вак предпринимательство субъекчĕсенчен вырăнти бюджета налук укçи 3,7 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Район администрацийĕ муниципаллă тытăмăн вак предпринимательствине аталанма пулăшас тĕллеве ирттернĕ конкурса хутшăнса 220 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Çак суммăпа тĕллевлĕ усă курнă.

Ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ 587 миллион тенкĕпе танлашнă, халăха 76 миллион тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшу панă. Райпо суту-илÿре, обществăлла апатлану сферинче тивĕçлĕ вырăн йышăнать, халăхран сĕт, аш-какай тата ытти продукцисем туянассине ÿстерсех пырать.

Иртнĕ çул пĕтĕмпе 100,1 миллион тенкĕ налук пухнă. Çав суммăран 28,6 миллион тенки федераци бюджетне, 40,6 миллион тенки республика бюджетне, 24,1 миллион тенки район бюджетне, 6,8 миллион тенки ял тăрăхĕсен бюджечĕсене пырса кĕнĕ.

Ветерансене, инвалидсене, ачасене, нумай ачаллă çемьесене социаллă хÿтлĕх памалли шая ÿстерес, адреслă пулăшу кÿрессине вăйлатас енĕпе план тăрăх ĕçлесе пынă. Учетра – 10902 пенсионер. Вĕсен вăтам пенси укçи – 2919,8 тенкĕ.

Кăçал ял хуçалăх организацийĕсенче производство чакассине чарма пур майсене те хута ямалла, çак енĕпе ĕçсем лайăхланса пыччăр тесе тăрăшмалла. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн патшалăхăн хуçалăха ертсе пымаллин пĕчĕк формисене аталантармалли тĕллевлĕ пулшăвĕпе анлăн усă курмалла. Çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес тесе пысăк ĕçсем туса ирттермелле. Çак енĕпе хушма мерăсем йышăнмалла.

Районта тума палăртнă уйрăмах пысăк объектсем – Шăхасанти вăтам шкул, Вырăскас Пикших ялĕ çумĕнчи ял хуçалăх кооперативĕн пасарĕ, «Канашри керамика» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн кирпĕч çапмалли иккĕмĕш линийĕ, Шăхасанти юсаса çĕнетмелли тасатакан сооруженисем, каяшсене тăкмалли полигон тата ытти те. Кăçал Шăхасан вăтам шкулĕн çуртне тума тытăнмалла, Ушанарта шыв кĕртес ĕçсене пуçламалла. Çулсем тăвас, культура тата сывлăх учрежденийĕсене çут çанталăк газĕпе тивĕçтерес енĕпе малалла тăрăшмалла.

Тумалли ĕçсем нумай. Район умне лартнă задачăсене пĕрлехи вăйпа пурнăçласса шанатпăр.

Районти больницăн тĕп врачĕн çумĕ Н.Беляева, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, райадминистрацин АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров «Сывлăх», «Вĕрентÿ», «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе районта мĕнле ĕçленин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. Депутатсем наци проекчĕсен тĕллевлĕ тата контроллĕ кăтартăвĕсем çинчен пĕлтернисене шута илсе тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

Ларура Канаш районĕн муниципаллă пурлăхĕ шутланнă пушар деповĕсене (Асхва тата Вăтакас Кипеч ялĕсенче), икĕ хутлă производство çуртне (Вăтакас Кипеч ялĕнче) çак ял тăрăхĕсен пурлăхне куçарма йышăнчĕç. Район администрацийĕ çумĕнчи административлă комиссийĕн составĕнчен тухнă А.Загидуллина вырăнне администрацин тĕп специалистне-юристне Л.Игошинана кĕртрĕç. Ăнтавăшри ветеринари участокĕн заведующине А.Прокопьева Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин, Янкăлч вăтам шкулĕн учительне М.Петрована Чăваш Республикин Хисеп грамотисене, Аччари ветеринари участокĕн заведующине В.Семенова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» хисеплĕ ят пама тăратрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика