АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂЛ "УЯВРА" ЮРЛАНĂ

28 марта 2008 г.

ВĂЛ

Пуш уйăхĕнче пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Вăрман Енĕш ялĕнче пулнăччĕ. Унта мана çак ялти культура çурчĕн директорĕпе Н.Артемьевпа (ÿкерчĕкре) паллашма тÿр килчĕ. Вăл çак ĕçре тăваттăмĕш çул тăрăшать. Унччен колхозра зоотехникра ĕçленĕ. Юрлама-ташлама ачаран юратни, пултарулăх енĕпе Турри кÿрентерменни, кирек мĕнле çынпа та пĕр чĕлхе тупма пултарни ăна çĕнĕ ĕçе хăнăхма самаях пулăшнă. Халĕ Николай Ильич хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă культура ĕçченĕсен йышĕнче. Ун çинчен Ямаш ял тăрăхĕнче те, районта та сахал мар ырă сăмах илтме пулать.

– Чăваш ял хуçалăх институтĕнче пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухне «Алло, талантсем шыратпăр!» конкурса «Чăваш туйĕн тĕрленчĕкĕсем» фольклор номерĕпе хутшăннăччĕ. Жюри членĕсем хушшинче чăваш тĕнчинче чапа тухнă «Уяв» ансамбль ертÿçи З.Козлова та пурччĕ. Вăл пирĕн пултарулăха пысăк хак пачĕ, мана вара хăйĕн ансамбльне йыхăрчĕ. Зоотехник дипломне иличченех Зинаида Алексеевнан пултарулăх коллективĕпе республикăн тĕрлĕ районĕсемпе хулисене концертпа çÿрерĕм. З. Козловапа ĕçлеме тÿр килнишĕн, ун патĕнче пултарулăха туптама май килнишĕн çав тери савăнатăп. Зинаида Алексеевнана чун-чĕререн тав тăватăп, – терĕ Николай Ильич.

Халĕ Н.Артемьев хăй ансамбль ертсе пырать. «Енĕшсем» пултарулăх ушкăнĕнче 22 çын. Унта тĕрлĕ профессиллĕ, тĕрлĕ çулсенчи çынсем çÿреççĕ. Вĕсене пурне те тăван халăха, унăн юрри-ташшине юратни пĕтĕçтерет. Репертуара çĕнетсех тăраççĕ, час-часах районта иртекен мероприятисене хутшăнса енĕшсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Çакăнта, паллах, Н.Артемьевăн тÿпи пысăк.

Николай Ильич хăйĕн мăшăрĕпе Галина Анатольевнăпа, вăл – район больницин терапевчĕ, икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Настя музыка шкулне çÿрет, Анюта ташлас ăсталăхне ÿстерсе пырать. Вĕсем искусствăна юратма вĕрентнĕшĕн ашшĕне тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика