АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĔНЕНĔШĔН ÇĔÇĔПЕ ЧИКНĔ

28 марта 2008 г.

Асхва ялĕнче пурăнакан вăтам çулсенчи арçын, ниçта та ĕçлеменскер,тăр кăнтăрла 37 çулти ентешĕн çуртне чÿрече рамине илсе кĕнĕ. 10200 тенкĕлĕх тĕрлĕ япала сăптăрса тухнă вăл унтан: ДВД плеер, икĕ ДВД диск, икĕ сотовăй телефон, хура тĕслĕ куртка, темиçе шăлавар, мăшăр пушмак, хĕрлĕ тĕслĕ спорт сумки. Вăрланă япаласенчен чылайăшне хуçине тавăрса панă. Следстви пырать.

Районти шкулсенчен пĕринче вĕренекен çамрăк ача тавралăха хура чаршав карса илсен уçă сывлăшпа сывлама урама тухнă. Аллăсене çывхаракан арçын пурăнакан кил тĕлне çитсен тăпах чарăннă, ун-кун пăхкаланă та картишне «чăмнă». Унта вăл хăйне мĕн кирлине часах шыраса тупнă. Мунча çенĕкĕнчен 50 тата 10 литр шăнăçакан дюралюмини хурансем, цинкланă таз, платник пуртти сĕтĕрсе тухнă. Вĕсене килне илсе çитерсен пуртă ярса илнĕ те хурансене çапса лапчăтма пуçланă. Çĕрле сасă ян каять. Ăна патрульте çÿрекен милиционерсем те илтнĕ, сасă еннелле кайнă. Часах шăпăрлан пакунлисен аллине çакланнă.

Ушанар ялĕнче пурăнакан çамрăк хĕрарăм хăйĕн машинине депо çывăхне лартса хăварнă. Каялла килсен унăн кăмăлĕ самантрах хуçăлнă, макăрса яманни çеç. Темле ăçтиçук автомобиль салонне уççи юраттарса кĕрсе автомагнитола, икĕ колонка тата аккумулятор йăкăртса тухнă. Вăрра хĕрсех шыраççĕ.

Катекри икĕ шухă каччă 25 çулти çамрăк пурăнакан çурта алăк питĕркĕчне ватса кĕнĕ. Çакскерсем 2500 тенкĕ тăракан ДВД плеера куç хывнă иккен. Анчах та хуçи хăйĕн япалине вĕсене парасшăн пулман. Шухă каччăсем нумай шутласа тăман, кил хуçине тата ун патне хăнана килнĕ хĕре çапса-тапса пĕтернĕ. Çакăн хыççăн хурахсем ал айне лекнĕ моторлă пăчкăна хул хушшине хĕстернĕ те çак çуртран тухса шунă. Часах кирлĕ çĕре лекнĕ. Халĕ вĕсемпе следователь сăмахлать.

Район больницин хирурги уйрăмне Шăхасанта пурăнакан 51 çулти арçынна илсе пынă. Унăн хырăмне кастарса янă. Тĕпченĕ хыççăн çакна палăртнă: арçын хăйĕн усрав хĕрĕпе пĕр чĕлхе тупайман, ăна ним шелсĕр хĕнеме пуçланă. Лешĕ çĕçĕ ярса илнĕ те тăван мар ашшĕне хырăмĕнчен чикнĕ. Çак фактпа уголовнăй ĕç пуçарнă.

Милицин дежурнăй пайĕнче шăнкăрав янăраса кайнă. Телефон кĕпçинче арçын сасси илтĕннĕ. Вăл Малти Питтикассинчен, унăн хĕрлĕ тĕслĕ «ВАЗ-2106» автомобильне вăрласа кайнă иккен. Шырав ĕçĕсене пуçăннă. Часах машинăна никам та вăрламанни палăрнă. Транспорт хуçин арăмĕ автомобиль уççине ывăлне панă, лешĕ вара чунĕ каничченех ял тăрăх катаччи чупнă. Пулать вĕт-ха...

Шăхасанти «Çĕнтерĕве 40 çул» урамра ларакан пушă çуртра пушар тухнă. Вут-çулăмра йывăç пÿрт, хапха пĕтнĕ. Чĕртсе янă пуль теççĕ. Ухман ялĕнче хăмаран çапса тунă сарай кĕлленнĕ. Пушар сăлтавĕ – кил хуçи вут-кăварпа асăрхануллă пулманни.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика