АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИНКЕК СĂЛТАВĔ – ЭРЕХ

28 марта 2008 г.

Районти автоçулсем çинче лăпкă мар. Хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн айăплассине хытарнă пулин те водительсем хăйсене хăш чухне ытла та ирĕке яраççĕ.

Сиккасси çумĕнче çамрăк водитель, хаяр шĕвек ĕçсе хĕмленнĕскер, автомобильне тытса чарайман, хирĕçле юхăма сиксе тухса "ГАЗ-фургон" машинăпа çапăннă. Турри хĕрхеннĕ пулас, "ВАЗ" водителĕ те, унпа ларса пынă пассажир та чĕрех юлнă, аманман та.

Ямаш патĕнче "КАМАЗ" машина çуран çын çине кĕрсе кайнă. Лешĕ йывăр сурана пула инкек пулнă вырăнтах пурнăçран уйрăлнă. Хăраса ÿкнĕ водитель тара панă. Анчах та ăна часах шыраса тупнă. Вăл – Элĕк çынни, руль умне хĕрĕнкĕ пуçпа ларнă.

Вырăскас Пикших ялĕ çывăхĕнче те автомашина çынна таптанă. Çак ял çынни, ÿсĕрскер, çул урлă каçасшăн пулнă. Ытла та хакла ларнă ăна çул-йĕр правилине пăхăнманни: вăл вилсе кайнă.

Чакаç ялĕ çумĕнче те автоинкек сăлтавĕ – эрех. Ÿсĕр водитель тытса пыракан автомобиль çул хĕррине йăванса кайнă. Икĕ пассажир аманнă, вĕсене хула больницине ăсатнă.

Кăçалхи икĕ уйăхра автомашинăна ÿсĕрпе тытса пынăшăн районти ГИБДД сотрудникĕсем 19 водителе административлă явап тыттарнă. 5 водителе арестленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика