АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔНЕКЕ ÇЫВĂХ ТУС ПУЛТĂР

28 марта 2008 г.

Кĕнеке вулама юратакансемпе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Малтанах ачасем кĕнеке çинчен сăвăсем вуларĕç, паллă çынсем каланă сăмахсемпе паллаштарчĕç. Г.К.Паустовскин "Вулăр! Сирĕн пурнăçра çĕнĕ кĕнекерен пĕр страница та пулин вуламан кун ан пултăр", – текен сăмахĕсем çинче чарăнса тăтăмăр. "Çав тери тĕрĕс сăмахсем. Вулакан çын вăл хăйне те йĕркеллĕ тытать, çынсене те хисеплет", – çапларах каларĕ тĕл пулăва пынă Л.Игнатьев пенсионер. Ватă çын хăй те кĕнеке вуламасăр пурăнаймасть, вулавăша тăтăшах килсех тăрать. Вăл С. Асаматăн "Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк" кĕнекипе паллаштарчĕ: "Пултаруллă Кăтрак çамрăксене маттур, патвар, ырă кăмăллă, ĕçчен, тавçăруллă пулма вĕрентет, сипет курччăр тет", – вуласах пачĕ кĕнекери сăмахсене Леонтий Игнатьевич ачасене ытларах вулама сĕнсе.

Вулавçăсен формулярĕсем тăрăх пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн 5-мĕш класра вĕренекен Марина Димитриева "Чи нумай вулакан вулавçăна" тивĕçлĕ пулчĕ. Ăна вулавăш канашĕ грамота тата асăнмалăх кĕнеке парса чыс турĕ.

"Эпĕ мĕн пĕчĕкрен кĕнекене алран ямастăп. Вăл – манăн çывăх юлташ. Вĕренме пачах та кансĕрлемест, çĕннине пĕлме нумай пулăшать. Ыттисене те эпĕ кĕнекепе çывăх туслашма сĕнетĕп", – терĕ хĕр пĕрчи. Марина "5" паллăсемпе кăна вĕренет, апла пулсан кĕнеке вулани уншăн – пысăк пулăшу.

Тĕл пулу вĕçĕнче "Хăвăрт тата тĕрĕс" ятпа викторина ирттертĕмĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика