АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔНЧЕ КУБОКĔ УМĔН

28 марта 2008 г.

Шупашкарта çу уйăхĕнче хăвăрт утас енĕпе иртекен Тĕнче кубокне Раççейрен хăш спортсменсем хутшăнасси паллă ĕнтĕ. Вĕсене нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Адлерта иртнĕ Раççей хĕллехи чемпионат пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса суйланă. Çак йышра Мордовирен – 15, Чăваш Енрен – 4, Свердловск облаçĕнчен – 1, Мускавран 1 спортсмен. Çапла вара çу уйăхĕнче çĕнтерÿшĕн пирĕн ентешсем – Татьяна Сибилева, Людмила Архипова, юниорсен хушшинче Эдикт Хайбуллин тата Ирина Юманова тупăшĕç.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей Тĕп банкĕ хăвăрт утас енĕпе иртекен Тĕнче кубокне халалласа виçĕ тенкĕлĕх кĕмĕл укçана çаврăнăша кăларнă. Çак укçан пиччĕн енче «Виçĕ тенкĕ», «Раççей банкĕ», «2008 ç.» тесе çырнă, унтах çĕршыв гербĕ пур, тепĕр енче вара «Хăвăрт утас енĕпе Тĕнче кубокĕ», «Шупашкар хули», «2008» тесе палăртнă. Укçан пĕтĕмĕшле тиражĕ – 5 пин экземпляр.

«Марка» издательство центрĕнче вара почта конверчĕ пичетлесе кăларнă. Конвертăн пиччĕн енче Тĕнче 23-мĕш кубокĕн талисманне вырнаçтарнă, вăл Шупашкарта çу уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче иртессине палăртнă. Чăваш Ене 420 пин экземплярне илсе килнĕ те ĕнтĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче çак конвертсене сутма пуçлаççĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ăмăрту вăхăтĕнче Шупашкар тĕрлĕ тĕслĕ ялавсемпе, куçа йăмăхтаракан хитре чечексемпе илемленĕ. Хула администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарти клумбăсемпе хăш-пĕр лаптăксене кĕркунне 650 пин кăка яхăн тюльпан лартнă. Аэропорт, вокзал таврашĕсем, хулана кĕмелли вырăнсем те чечексемпе, баннерсемпе илемленĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика