АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНТЕРŸ КУННЕ ÇУЛСЕРЕН ЮБИЛЕЙ ЕВĔР ИРТТЕРМЕЛЛЕ

26 марта 2008 г.

Шупашкартан килнĕ информушкăн ертÿçи, Федераци казначействин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ И.Клюкова тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Пĕрлехи информаци кунне ирттерессишĕн яваплă çынсемпе кĕске канашлу ирттернĕ хыççăн кăшт вăхăт иртсен райадминистраци умĕнче ларакан çăмăл машинăсем, халăхра калашле, тăватă еннелле саланса пĕтрĕç. Вĕсем ял тăрăхĕсене çул тытрĕç. Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн культура секторĕн заведующийĕ В.Чебукова ертсе пыракан ушкăн Ямаш ял тăрăхне васкарĕ. Тĕл пулу Вăрман Енĕш тĕп шкулĕнче иртрĕ. Кунта тĕпрен илсен калаçу Раççей Федерацийĕн Президенчĕн март уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ суйлавĕн кăтартăвĕсем, Чăваш Республикин Президенчĕн «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче çурт-йĕр тĕлĕшĕнчен хĕсĕк пурăнакансем пек шутра тăракан граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатасси çинчен» тата «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине уявлама хатĕрленесси тата ăна ирттересси çинчен» Указĕсем пирки пычĕ.

Вероника Михайловна суйлав районта мĕнле иртнин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, Вăрман Енĕш çыннисем епле сасăлани çинче чарăнса тăчĕ.

Республика пуçлăхĕ Н.Федоров каланă тăрăх, Çĕнтерÿ кунне кашни çулах юбилей пек ирттермелле. Хатĕрленÿ тапхăрĕнче çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Аслă çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă мероприятисене хатĕрлесе ирттерессипе çыхăннă ĕçе пурин те активлă хутшăнмалла. Пратьякас Енĕш ялĕнче çу уйăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешĕсене асăнса палăк уçма палăртнă.

«Ветерансем çинчен» тата «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунсемпе килĕшÿллĕн пурăнмалли условисене лайăхлатма черете районта 1998 çулта тăратма пуçланă. Черетре 29 çын. Вăрçăн пĕрремĕш ушкăнĕнчи инваличĕсен черетсĕрех пурнăç условийĕсене лайăхлатма ирĕк пур, иккĕмĕш тата виççĕмĕш ушкăнрисем – черетпе чи малтан. Пирĕн районта вăрçăн пĕрремĕш ушкăнри инваличĕсене Е.Г.Гаврилова (Малти Тукайран) тата Г.П.Петрова (Тăрăнтан) тавăрса памалла мар субсиди илме ĕнентерÿ хучĕсем панă.

Федерацин «Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн çурт лартма тата хваттер туянма районти 6 çемье федераллă бюджетран тавăрса памалла мар субсиди 1216,05 пин тенкĕлĕх илнĕ. Çамрăк çемьесене тата специалистсене (10 çемьене) 4573,5 пин тенкĕ панă, çав шутран федераллă бюджетран – 1960,05 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран – 2613,42 пин тенкĕ.

2002-2010 çулсем валли «Пурăнмалли çурт» программăн «Çамрăк çемьесене хваттерпе тивĕçтересси» пайĕпе килĕшÿллĕн 30 çула çитмен 18 çемье 6154,53 пин тенкĕлĕх тавăрса памалла мар субсиди илнĕ, çав шутран федераллă бюджетран – 1472,351 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен – 3680,878 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран – 1001,301 пин тенкĕ. Граждансене 2005-2010 çулсенче çĕрĕшнĕ, пурăнма хăрушă çуртсенчен куçарма çĕнĕ çуртсем тăвас енĕпе йышăннă программăна тĕпе хурса 579 пин тенкĕ расхутланă. Ку енĕпе республика бюджетĕнчен 500 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 79 пин тенкĕ уйăрнă. Тăлăх ачасем валли пурăнмалли çуртсем тума 579 пин тенкĕ тăкакланă, çав суммăран республика бюджетĕнчен – 253,8 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран – 325,2 пин тенкĕ. Пилĕк çемье 2227 пин тенкĕлĕх социаллă ипотека кредичĕсем илнĕ. Çакă вăл çулталăкри лимитăн 98,4 проценчĕ шутланать.

Тĕл пулу вĕçĕнче информкуна килнисем хăйсене канăç паман ыйтусене те пачĕç. Уйрăмах вĕсене уйăх каялла сĕт литрне 13-14 тенкĕпе туяннă пулсан, халĕ вара 8-8,2 тенкĕпе пуçтарни самаях тарăхтарать. Çакна, тĕпрен илсен, çĕршыва типĕ сĕт нумай кÿрсе килнипе сăлтавлаççĕ. Паллах, ку ыйтăва правительство шайĕнче сÿтсе явса тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççех.

Юлашки вăхăтра çĕр ыйтăвĕ çивĕчленчĕ. Пушă выртакан çĕрсене ĕçлеттермеллех. Лаптăксене регистрацилесе пурлăха куçарас ĕçе вăраха ямалла мар. Вăхăчĕ вара хĕсĕнсех пырать. Килес çулхи январь уйăхĕ пĕтиччен çĕрпе çыхăннă документсене пĕтĕмпех хатĕрлесе çитермелле. Çакна тумасан çĕрсĕр тăрса юлма та пулать. Çавăнпа та пая кĕнисен хăйсен çĕр лаптăкĕсене арендăна панин е сутса янин усси мĕнлерех пуласси çинчен тĕплĕн шутласа тивĕçлĕ йышăну тумалла. Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров республика правительствин членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура çапла каланă: «Чăваш Ен территоринче усă курман çĕрсем пулмалла мар. Вĕсем пурри муниципалитет шайĕнчи ертсе пыракан тытăмсем кирлĕ пек ĕçлесе пыманнине çирĕплетет. Çак ыйтăва татса парас енĕпе хушнине вăхăтра пурнăçламаншăн питĕ çирĕп ыйтăпăр».

Юр ирĕлнĕçемĕн çĕрпе пĕрле çÿп-çапĕ те тухать. Çавăнпа та тавралăх тирпейлĕ пултăр тесе субботниксем тăтăшах ирттермелле: таса та хăтлă пурăнасси пĕтĕмпех хамăртан килет. Çĕр типсе çитсен ванса пĕтнĕ çулсене юсаса йĕркене кĕртесси пирки те шутламалăх пур.

Вăрман Енĕш çыннисене вырăнти тĕп шкула хупаççĕ текен сас-хура пăшăрхантарать. Хальлĕхе ку ыйтăва ниçта та хускатман. Вероника Михайловна ăна тĕплĕ тишкерсе, пысăк вырăнта ĕçлекенсенчен ыйтса пĕлсе малашнехи тĕл пулусенчен пĕринче хурав пама шантарчĕ.

Культура секторĕн заведующийĕ В.Чебукова тата Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Харитонов тĕл пулăва килнисен тĕрлĕ ыйтăвĕсене хуравларĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика