АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсем вилсессĕн те вилмеççĕ

13 октября 2017 г.

Паттăрсем вилсессĕн те вилмеççĕ

   Иртнĕ шăматкун Шаккăл ялĕнче пурăнакансемшĕн чăннипех асра юлмалли ĕç-пуç пулчĕ. Ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çурчĕ умне çак шкултан вĕренсе тухнă, Ленин орденĕн кавалерĕн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн Григорий Михайлович Михайловăн асăну хăмине вырнаçтарчĕç.
   Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тăрăх, çамрăксене патриотла воспитани парассинчен сумлăрах ĕç çук та-тăр. Хальхи пурнăçра çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ. Çĕн йĕркелÿ тапхăрĕнче патриотлăх туйăмĕ - Тăван çĕре, шыва, çĕршыва, атте-аннене хисеплеме, юратма хăнăхтарасси - палăрмаллах сĕвĕрĕлчĕ. Иртнине пĕлмесĕр малашлăх тума çук.
   Шаккăлсем вара ку тĕлĕшпе питех те сăваплă ĕç тунă. Вăл çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Коми Республикин тĕп хулинче Сыктывкарта пурăнакан Александр Борисович Сугоров пуçарнипе тата ертсе пынипе пурнăçланнă.
   Çак кунсенче Александр Борисович хăй пирĕн редакцие кĕрсе тухрĕ. Унпа калаçма питех те интереслĕ.
   - Тăван çĕршыва вăл пысăк та анлă пулнишĕн мар, вăл пирĕншĕн пĕртен пĕрре пулнишĕн юратмалла. Ялти сумлă çынсен ятне асăмлă туни килес ăрусемшĕн кирлĕ. Хамăр мĕн пĕлнине вĕсене валли хăвармалла.
   Григорий Михайлович Михайлов Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче 1924 çулта çуралнă. 1942 çулхи сентябрь уйăхĕнче Шаккăл шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен качча фронта илсе кайнă. Ун чухне вăл 17 çул кăна тултарнă пулнă. Çарти хăнăхусене илнĕ хыççăн çамрăк салтак 1943 çулта Курск пĕккинче пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă. Çав çулах октябрь уйăхĕнче Днепр юхан шывне илессишĕн пынă çапăçусенчен пĕринче йывăр аманнă. Ăна награда илме тăратнă, анчах вăл хуçи патне çитеймен...
   1966 çулта Чăваш ял хуçалăх институчĕн çамрăк аспиранчĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне тишкернĕ чухне Ленин орденне тивĕçнисен списокĕнче Михайлов хушамата асăрханă, унпа çыхăннă документсене тарăннăн тĕпчеме пуçланă. Юлашкинчен çак çын шăпах та Григорий Михайлович Михайлов чăваш пулни палăрнă.
   Вăрçă хыççăн Г. Михайлов Каçал тăрăхĕнчи Кĕтне Пасар ялĕнче пурăннă.
  1966 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри ялне республикăн çар комиссарĕ килнĕ. Клуба халăх йышлă пуçтарăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрне Григорий Михайлова Ленин орденĕпе чысланă. Награда хăйĕн хуçине 22 çултан шыраса тупнă.
  Григорий Михайлович питĕ ăслă, нумай пĕлме тăрăшакан, темле ĕçе те ăста çын пулнă. Мĕн тытнă çавна тума пултарнă вăл. Ялти пĕрремĕш комбайнер та, пĕрремĕш электрик та вăлах, - ырăпа аса илчĕ вăрçă паттăрне Александр Борисович.
   Асăну хăмине уçнă çĕре Комсомольски районĕнче Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Воробьев, Григорий Михайловичăн шăллĕпе йăмăкĕ Борис Михайловичпа Анна Михайловна Петровсем, ачисем Александр, Юрий, Алевтина, Владимир, Ирина, çывăх тăванĕсем, ял çыннисем, Шаккăл ял тăрăхĕн ветерансен канашĕн председателĕ Геннадий Белов, Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Юрий Барышов, шкул ачисем, район хăнисем хутшăннă.

Ирина Андреева

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика