АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсав ĕçĕсене хăйсен вăйĕпе пурнăçлаççĕ

22 сентября 2017 г.

Юсав ĕçĕсене хăйсен вăйĕпе пурнăçлаççĕ

Хальхи вăхăтра бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курассине мала хураççĕ. Урăхла ăна «инициативлă бюджетировани» терминпа палăртаççĕ. Çак тĕллевпе ял тăрăхĕнчи ĕçсене ял халăхĕ пулăшнипе пурнăçлаççĕ, вырăнти хыснан укçи-тенкине перекетлеççĕ. Бюджетра перекетленнĕ укçапа ял тăрăхĕнчи ытти пĕлтерĕшлĕ ĕçсене туса ирттереççĕ. Тепĕр чухне пысăк калăпăшлă ĕç тумашкăн çынсенчен укçа пуçтарни те пулать. Хамăршăн-вĕт, кам мĕн чухлĕ пуçтарса пама пултарать, хăш-пĕр чухне ятарлă сумма виçине те палăртаççĕ.
Кăçал районта вырăнти пуçарусен 6 проектне конкурса тăратнă. Вĕсенчен 4-шĕ çĕнтернĕ.
Янкăлчсем ялти скважинăна юсанă, çавăн пекех унти управлени системине çĕнетнĕ. Проект хакĕ 228,8 пин тенкĕ пулнă, аукцион 190,0 пин тенкĕ çинче чарăннă. Ĕçсене хальхи вăхăт тĕлне вĕçленĕ.
Анат Сурăм ялĕнче хоккей вăййине выляма ятарлă курупкă ăсталанă. Проект сумми 893,4 пин тенкĕ пулнă, аукцион хыççăн 880,0 пин тенке юлнă. Хоккей курупкине туса пĕтернĕ, перекетленĕ укçапа ытти çĕрте усă курĕç.
Яманкасси ялĕнче клуб тăррине çĕнетнĕ. Унăн хакне малтанласа 248,9 пин тенкĕ палăртнă, строительсем 222,8 тенкĕпе юсав ĕçĕсене туса ирттерме килĕшнĕ. Клуб тăррине вĕсем витсе пĕтернĕ.
Сухайкассинче те Культура çурчĕн тăррине юсанă. 501,0 пин тенкĕ тăракан проект 400,9 пин тенкĕпе пурнăçланнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика