АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă

22 сентября 2017 г.

Пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă

Юнкун районта черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информушкăн ертÿçи - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов Вăрăмпуç, Шелттем ял тăрăхĕсенче пулчĕç.
Информушкăн чи малтан «Путь Ленина» хуçалăхăн уйĕ çумĕнче чарăнчĕ. Хирте тракторсем çĕртме сухи тăваççĕ. Хуçалăх ертÿçи Александр Романов каланă тăрăх, хальхи вăхăт тĕлне вĕсем кĕрхисене 140 гектар çинче акса хăварнă.
Пĕршенер ялĕнче В. Степанов ку тăрăхра пурăнакансем суйлава хастар хутшăннине палăртрĕ, вĕсене яваплă пулнишĕн ырларĕ. Владимир Николаевич пуçтарăннисене районти кĕрхи уй-хир ĕçĕсемпе тата хутса ăшăтмалли тапхăра еплерех хатĕрленнипе паллаштарчĕ.
Сергей Артамонов министр республика программисем мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни çинче чарăнса тăчĕ. Вăл ял ĕçченĕсене патшалăх тивĕçтерекен çăмăллăхсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, вĕсене илмелли йĕркесем çинчен каласа кăтартрĕ. Ял халăхĕ ертÿçĕсене сĕт хакĕ йÿнĕ пулни, выльăх шучĕ чакса пыни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕ.
Çĕнĕ Шелттем ялĕнче информаци ушкăнĕ «Пионер» агрофирмăна çитсе курчĕ, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулу йĕркелерĕ.


Анастасия ИВАНОВА
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика