АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çĕнелсе якалать

11 августа 2017 г.

Çул çĕнелсе якалать

Пирĕн пурнăç транспортпа тата çулпа уйрăлми çыхăннă. Хальхи вăхăтри хулана е яла çулсăр тата автотранспорт хатĕрĕсĕр курма çук. Çул-йĕр халăх хуçалăхĕн мĕнпур отрасльне аталантарассинче тĕп вырăн йышăнать.
Канашран Шупашкара е тĕп хуларан республикăн кăнтăр енне çула тухакансем Шăхасан сăртĕнчен пуçласа Асхва ялĕ таранчченхи çул сыпăкĕнче автотранспорт рульне тытса пынă май юлашки çулсенче ай-яй мĕн чухлĕ тарăхман пулĕ. Çулăн çиелти сийĕ сĕре лакăм-тĕкĕмлĕ пулса пĕтнĕрен водительсем питĕ тертленетчĕç, транспорт хатĕрĕсем çулпа тÿрĕ мар, урлă-пирлĕ пыратчĕç. Авари пулас хăрушлăх, чăнах та, пысăкчĕ. Кăçалхи çурла уйăхĕнче тинех çула юсама пикенчĕç. «Çĕрпÿ - Ульяновск» автоçулăн 33 - 37-мĕш километрĕсенче Чурачăкри «Воддорстрой» предприяти (ертÿçи Анатолий Федоров) ĕçлет: «дорожниксем» çул хĕррисене çирĕплетеççĕ, ванса пĕтнĕ асфальта хырса илеççĕ.
Çула технологие пăхăнса туни тÿрех курăнать. Малтан пĕр сий асфальт хурса якатаççĕ. Унтан тепĕр сий хурса хытараççĕ. Унăн гаранти вăхăчĕ те вăрăмрах, нумайрах та чăтать.
2017 çулта çул-йĕр хуçалăхне тытса тăма бюджетра 53529,3 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Çав шутран автоçулсене тытса тăма 16190,770 пин тенкĕ уйăрнă: республика бюджетĕнчен 14564,0 пин тенкĕ, район бюджетĕнчен 1626,770 пин тенкĕ.
Кăçал район пĕлтерĕшлĕ çулсене юсама 19657,7 пин тенкĕ уйăрнă. «Çĕрпÿ-Ульяновск»- Çĕнĕ Шелттем - Кивĕ Шелттем çула; «Аниш»-Вăрăмпуç - Пĕршенер трассăна юсамалла; «Аниш» - Вăтакас Татмăш - Пукăртан - Çĕнĕ Шуртан автоçулăн пĕр участокĕнче пăрăх улăштармалла. Ку ĕçсене «Транспортник» организаци пурнăçлать.

Ирина ВЛАДИМИРОВА
Сăн ÿкерчĕксем авторăн

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика