АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чулхула облаçĕнчен иккĕмĕш вырăнпа таврăннă

04 августа 2017 г.

Чулхула облаçĕнчен иккĕмĕш вырăнпа таврăннă

   Атăлçи федераци округĕнчи çамрăк армеецсен «Гвардеец-1» çарпа спорт лагерĕн 2-мĕш сменинчен Чăваш Ен команди 2-мĕш вырăн йышăнса таврăннă. Çамрăк армеецсемпе çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев тĕл пулнă.

   Кăçал «гвардеецсен» лагерьне Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинче йĕркеленĕ. Унта икĕ сменăра Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ регионтан 700 ача пулнă, çар пурнăçĕпе тачă паллашнă. 19 куна тăсăлнă сменăра кашни кун вăйă-ăмăрту иртнĕ. Волейбол, футбол, баскетбол вылянă, тĕрлĕ дистанцисене чупса ăмăртнă, ишнĕ, турникрен туртăннă, çар тупăшăвĕсем пулнă. Тĕрлĕ хĕç-пăшалтан тĕл пересси, мина шырасси, ăна сирпĕтесси, çывăрса тăнă хыççăн вырăна тирпейлесси, тумланасси, çар хÿтлĕх форми тăхăнасси, автомат сÿтсе пуçтарасси тата ытти те.
   Республика Пуçлăхĕ гвардеецсене çитĕнÿпе саламланă, çар вăййисем ÿт-пĕве çеç мар, кăмăла та çирĕплетме пулăшнине каланă. Ачасем республика ертÿçине хăйсене кăсăклантаракан, канăçсăрлантаракан ыйтусене панă. Ачасем аслă шкулсене вĕренме кĕмелли йĕркесем пирки те ыйтса пĕлнĕ.
   «Гвардеец» лагерь смени вĕçленнĕ хыççăн çамрăксем Пĕтĕм Раççейри «Юнармия» обществăлла çарпа патриотизм юхăмне кĕнĕ. «Камсем «Юнармия» юхăма кĕреççĕ, çавсем чăн-чăн паттăрсем, Тăван çĕршыва парăннă çынсем хастарлăхпа ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсем çĕршыва юратни, тăван халăха хисеплени, пысăк çитĕнÿсем патне ăнтăлни куç кĕрет. Çак ачасем йывăрлăхсене парăнтарма та пĕлеççĕ», - палăртнă регион ертÿçи. Михаил Игнатьев ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене ачасене тивĕçлĕ çынсем пулма витĕм кÿнĕшĕн тав тунă.
   Июлĕн 6 - 19-мĕшĕсенче Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинчи 64120 №-лĕ çар чаçĕн территорийĕнче «Гвардеец» оборонăпа спорт лагерĕн иккĕмĕш смени ĕçленĕ. Унта Атăлçи федераци округĕнчен, Севастополь, Луганск, Донецк хулисенчен килнĕ 700 шкул ачи хăйсен ăсталăхне туптанă. Пирĕн республикăран унта аслă классенче вĕренекен 40 çамрăк хутшăннă. Ачасем çар службин тĕп ăнлавĕ- сене вĕреннĕ, спорт, культура ĕçĕсене хутшăннă, тĕрлĕ экскурсире пулса курнă.
  Делегацин тĕп шăнăрĕ - Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн вунă вĕренекенĕ пулнă. Вĕсен ертÿçи тата вĕрентекенĕ - Валерий Петров.


Ирина ВЛАДИМИРОВА
хатĕрленĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика