АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăвак беретлисен уявĕ

04 августа 2017 г.

Кăвак беретлисен уявĕ

    Августăн 2-мĕшĕнче, Иллен кунĕнче, пирĕн çĕршыв Сывлăш десант çарĕсене йĕркеленĕренпе 87 çул çитнине паллă турĕ. Кирек хăш вăхăтра та, кирек мĕнле лару-тăрура та «çунатлă пехота» вăйлă, мухтавлă та шанчăклă вăй пулнă, вăл «Пирĕнсĕр никам та!» принципа çирĕп тытса пырать. Çак тапхăрта десантниксем Совет Союзĕн историйĕн, Раççейĕн çĕнĕ историйĕн страницисене нумай пуянлатнă. Чăваш халăхĕн чи лайăх ывăлĕсем 87 çул сывлăш десант çарĕсен ретĕнче Конституцире кăтартнă тивĕçе - Тăван çĕршыва хÿтĕлессине - чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсен хушшинче пирĕн ентешсем те йышлă.
    Десантниксен кунне халалланă уяв Афганецсен скверĕнче пуçланчĕ, хулан Тĕп лапамĕнчи МИ-24 вертолет умĕнче малалла тăсăлчĕ. Пуçтарăннисене Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Игорь Семенов, район администарцийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ Михаил Игошин, Десантниксен союзĕн правленийĕн председателĕн çумĕ Александр Федоров, Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕн çумĕ Сергей Желудков, Афганистан ветеранĕсен Союзĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Герман Николаев саламларĕç. Общество пурнăçне хастар хутшăнакан десантниксене медальсемпе чысларĕç.
    Сăмах май, десантниксен ячĕпе Шупашкарта иртнĕ уявра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей десантникĕсен Союзĕн Канашри уйрăмĕн председательне Валерий Анисимова «За заслуги» паллăпа наградăланă.
Çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе хастар ĕçленĕшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Вăтапуç ял тăрăхĕн ертÿçи Ираида Петрова, Ухман вăтам шкулĕн директорĕ Светлана Калиновская ячĕпе десант çарĕсен ветеранĕсен Союзĕн председателĕнчен В. Дальниченкоран Тав çырăвĕ килнĕ.
    Уяв вĕçленсен Петрпа Феврония çветтуйсен ячĕпе лартнă часавайра Иллен кунне халалласа асăну кĕлли иртнĕ.


Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика