АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсене тăван ен вăй парать

28 июля 2017 г.

Ентешсене тăван ен вăй парать

Мана Шуркассине ял уявне хăнана чĕнчĕç. Хаваспах кайрăм. Çанталăкĕ мĕнле аван пулчĕ тата! Кăçал çумăрлă кунсенчен ывăннăран халăх савăнтăр терĕ пуль, уяр тăчĕ.

Уяв ирттермелли вырăна çитнĕ май Экологи çулталăкне халалланă «Тăван тавралăха упрасчĕ» стенда асăрхарăм. Ял халăхĕ çÿп-çаппа мĕнле кĕрешнине фотосем уçса параççĕ. Уяв сцени те курма килекенсене хăй патне йыхравларĕ. Юнашарах ачасем валли уйăрнă ятарлă кĕтес, ача-пăча ăсталанă япаласем. Ачасен кĕтесне вара тухатмăш карчăк сыхласа тăрать. Уяв вырăнне хатĕрлеме Игнатьевсен, Фадеевсен, Степановсен çемйисем, Елена Михайлова, Людмила Сорокина тăрăшнă. Ачасене кичем ан пултăр тесе тĕрлĕ батут пулчĕ. Вĕсем батут çинче сиксе савăнчĕç, пылак çимĕç астиврĕç.
Уявăн тепĕр кĕтесĕнче вара хурансенче какай тата пулă шÿрписем пăсланса ларчĕç. Марина Лаврентьева, Надежда Евстафьева, Вера Антонова чунне парсах ĕçлерĕç вучах умĕнче. Людмила Сорокина, Марина Романова тата ыттисем кукăль пĕçерсе тухнă. Ай тутлă пулчĕ те уяв сĕтелĕ.
Ял уявне Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă, авалхи чăваш тумне тăхăннă хĕрсен ушкăнĕ «Мĕнпе пуян пирĕн чăваш?» юрăпа уçрĕç. Унтан кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Максимов пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, ял хастарĕсене Хисеп хучĕ тата парне парса хавхалантарчĕ. Николай Агаков сăвăç хăйĕн сăввисене вуларĕ. Шупашкарта çуралса ÿснĕ, баян каласа тĕрлĕ конкурсра çĕнтернĕ Ксения Пальмова пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ Софья Ярмоленко савăк ташшипе тыткăнларĕ. Шуркасси вăтам шкулĕнче вĕренекен хĕрачасен ушкăнĕ ташша ăста пулнине кăтартса пачĕ.
Сцена çине Шупашкартан килнĕ артистсем тухрĕç: Юлия Ухтерикова ташăçă, Виктория Захарова, Светлана Вутăшпи, Денис Антипов, Любовь Семенова юрăçсем, Николай Кляжев, Леонид Петров, Ольга Ухтерикова кулăш ăстисем. Концерт программи пуян пулчĕ, çавăнпах вăл вăрăма тăсăлчĕ. Уява килнĕ мĕнпур халăх чун каниччен ташласа киленчĕ. Артистсем кайсан та ял-йыш нумайччен савăнчĕ.
Тĕрлĕрен вăйă-конкурс иртрĕ: çăпата та ывăтрĕç, «лашапа» та ăмăртрĕç, кĕвентепе шыв йăтрĕç, «пепке» те чĕркерĕç.
Авăнмасăр, вăй хумасăр çак уяв иртместчĕ. Куракансем уява йĕркелесе ирттерекене Людмила Филиппова библиотекаре тав тунине курсан, илтсен хам та савăнтăм. Людмила Васильевна вара укçа-тенкĕпе пулăшакансене чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕ.

Римма ГРИГОРЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика