АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » КУ ВĂЛ – ПИРĔН УЧИТЕЛЬ

00:00 03 марта 2010 г.

"Ашшĕ-амăшĕ тата учитель – кашнийĕн пурнăçĕнче чи кирлĕ çынсем. Çавăнпа çынна хăйĕн пурнăç çулĕ çинче чăн-чăн пулăшуçăпа тĕл пулма Турă пулăштăрах", – тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров.

Пире пĕр вĕçĕм такам сăнаса тăрать: Турă, Анне, Учитель... Учитель пире пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрет, ача халиччен пĕлменнине унăн ăсне хывать. Учитель кирек хăш саманара та тĕслĕх илмелли çын пулнă. Вĕрентекенĕн сумĕ пĕр хушă тĕтрелĕхре пулчĕ пулин те паян çав хисеп каялла таврăнни сисĕнет.

Паянхи учитель – тÿсĕмлĕ, анлă тавра курăмлă, ăслă, ырă чунлă, çирĕп ыйтакан, хăйĕн шухăшне уçăмлă палăртма пултаракан, интеллигентлă çын. Вĕрентекенĕн хăй пĕлÿ паракан ачасемшĕн чăн-чăн юлташ, психолог пулмалла, хăйĕн юратăвне вĕренекенсене памалла. "Учитель" ăнлава хаклама сăмах та çитес çук.

Кăçалхи çула Учителе халаллани ахальтен мар, вăл Вĕрентекен çулталăкĕ шайĕнче мероприятисем пурнăçлама, чи лайăх учительсен опытне активлăн пропагандăлама, финанспа экономика тĕлĕшĕнчен хавхалантармалли майсемпе усă курса педагогика кадрĕсене инноваци вăй-хăватне аталантарма пулăшма тивĕç.

Эпир хамăр хаçатра Вĕрентекен çулталăкĕ шайĕнче пурнăçлакан мероприятисене тăтăш çутатма тăрăшатпăр. Унсăр пуçне тата районти вĕрентÿ управленийĕпе "Канаш ен" хаçат конкурс пуçлани çинчен пĕлтеретпĕр. Аслă ăру çыннисем, шкул ачисем, çитĕннисем, пирĕн пата хăвăр тăрăхра пурăнакан, ĕçлекен е тахçан шкулта вĕрентнĕ, ĕмĕр-лĕх асра юлнă юратнă учитель çинчен интереслĕ материалсем ярса парăр. Шкул вăхăтĕнче пулнă манăçми самантсене (кулăшли анчах мар) уçса парсан тата аванрах пулĕччĕ. Çырăр, хăвăрăн вĕрентекенĕрпе ыттисене паллаштарăр.

Материалсене çулталăк вĕçлениччен йышăнатпăр. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем кĕтеççĕ.

Хаçат редакцийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика