АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » МАЛТИСЕМ – КАНАШСЕМ

00:00 26 февраля 2010 г.

Ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерьте Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăх влаçĕн органĕсенче ĕçлекенсен физкультурăпа спорт спартакиадипе килĕшÿллĕн йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртрĕç. Йĕлтĕр çине тăнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев, юстици министрĕ В.Петров, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Полукарова тата ытти официаллă çынсем саламларĕç.

Республикăри районсен тата хуласен администрацийĕсен хушшинче пирĕн ентешсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене патăрьелсемпе вăрнарсем йышăнчĕç. Министерствăсем хушшинче малти вырăнсенче – юстици, физкультурăпа спорт тата туризм, ял хуçалăх министерствисем.

Çак кун эпир те, Канаш хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем, «Космонавт» лагерьте пултăмăр, Культура министерствин спортсменĕсене çĕнтерÿ патне çил пек ыткăнма хавхалантарса тăтăмăр. Мĕнле ăнтăлчĕç пулин те пьедесталăн çÿлти картлашкисем çине хăпараймарĕç ĕçтешсем. Çитес çулсенчи ăмăртусенче Культура министерствин команди те вăйлисен йышне лекессе шанса тăратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика