00:00 26 февраля 2010 г.
Февраль уйăхĕн варринче "Ял ĕçченĕ" (Тăвай районĕ) хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнăранпа 75 çул çитрĕ. Çак уявпа хаçат редакцийĕнче тăрăшакан журналистсене, ялкорсене Тăвай районĕн пуçлăхĕ Николай Иванов саламларĕ.
"Çичĕ теçетке çул ытла Тăвай тăрăхĕнче пурăнакансене хаçат район, республика, çĕршыв пурнăçĕпе вăхăтра тата туллин паллаштарса тăрать. Вулакансене пурнăçпа тан утма пулăшать. Хаçатăн ячĕ хăех вăл ял çыннишĕн ĕçленине çирĕплетет. Паянхи çивĕч темăсене хускатса Тăвай районĕнче пурăнакансем патне интереслĕ те усăллă информацисем çитерет", – терĕ Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Александр Усов журналистсене юбилей ячĕпе саламласа. Хаçатра нумай çул вăй хуракансене наградăсем пачĕ. Кÿршĕ районти ĕçтешсене паллă кунпа "Канаш" хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Владимиров тата Канаш типографийĕн директорĕ Алексей Шулаев саламларĕç.