АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ПИРĔН ĔÇТЕШ – ПРЕМИ ЛАУРЕАЧĔ

00:00 20 января 2010 г.

Шăматкун, кăрлачăн 16-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче журналистсемпе полиграфистсем хăйсен професси уявне – Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене анлăн паллă турĕç.

Уява çич çĕре яхăн çын хутшăнчĕ: журналистсем, полиграфистсем, кĕнеке кăларакансем, массăллă информацин электронлă хатĕрĕсен представителĕсем, журналистика ветеранĕсем, хаçат саракансем, студентсем. Савăнăçлă мероприятине Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров хутшăнчĕ.

– Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, ветерансем, ĕçтешĕмсем, лайăх журналист пулас тĕллевлĕ çамрăксем! Хастар ĕçсен çулталăкĕ сире Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене пысăк виçепе палăртма ирĕк парать. Эсир – пысăк пĕлтерĕшлĕ тата витĕмлĕ вăй, обществăна кирек мĕнле йывăрлăха та чăтса ирттерме пулăшу кÿретĕр, – çакăн пек сăмахсемпе саламларĕ Николай Васильевич.

Республика пуçлăхĕ 2009 çулта массăллă информаци хатĕрĕсен сферинче тунă çитĕнÿсене палăртса хăварчĕ. Уйрăмах Чăваш наци радиовĕ пирки нумай ăшă сăмах каларĕ, "Чăваш Республикин интернет хыпарлавĕ" портал ĕçĕн пĕл-терĕшĕ ÿссе пынине асăнса хăварчĕ, унта çÿрекенсен йышĕ икĕ хут ÿснине пĕлтерчĕ. Çакă çĕнĕ ăрăвăн информаци ресурсĕсене кура пулма пултарчĕ. Президент кĕнеке-хаçат кăларакансене ку чухнехи çăмăл мар пурнăçра кирлĕ литература кăларса тăрассине ÿстернĕшĕн уйрăммăн тав турĕ.

Республика Президенчĕ массăллă информаци хатĕрĕсен тата кĕнеке-хаçат кăларакансен комплексĕн представителĕсене патшалăх наградисем пачĕ. Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн правленийĕн председателĕ Валерий Комиссаров республикăри журналистсен премине тивĕç пулнисене пĕрин хыççăн теприне сцена çине чĕнчĕ. Çемен Элкер ячĕллĕ премине "Хыпар" тата "Советская Чувашия" хаçатсен корреспонденчĕсене Алина Лукияновăпа Вячеслав Иванова, Н.Никольский ячĕллĕ премине Хусанти "Сувар" хаçатăн пултарулăх коллективне, Етĕрне райадминистрацийĕпе Чăваш Ен Журналистсен союзĕн пĕрлехи премине "Советская Чувашия" хаçат корреспондентне Лев Васильева тата пирĕн "Канаш ен" хаçатăн ответлă секретарьне Виталий Алексеева (Аччана) пачĕ.

Чăваш патшалăх филармонийĕн тата оперăпа балет артисчĕсем паха концерт лартса пачĕç.

Хамăр. инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика