АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ÇĔНТЕРŸÇĔСЕМ ХУШШИНЧЕ ПИРĔН ĔÇТЕШ ТЕ ПУР

00:00 18 декабря 2009 г.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен республикăра çамрăк журналистсен тата çамрăксен массăллă информаци хатĕрĕсен конкурсĕ "Çамрăксен сăмахĕ тата ĕçĕ" ятпа иртнĕ. Ăна йĕркелекенĕсем – Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин , Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствисем, Чăваш Ен Журналисчĕсен союзĕ.

Конкурса 14-30 çулсенчи журналистикăна пуçласа тытăнакансем, çамрăк журналистсем, çамрăксен хаçат-журналĕсем, теле- тата радиостудисем, уйрăм авторсем, пултарулăх коллективĕсем хутшăннă. 80 яхăн хаçат-журнал, интернет-сайт, видеосюжет, радио- тата телематериалсем тăратнă.

"Уйрăм пултарулăх" пайăн "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ" номинацире 30 çула çитмен ĕçлекен çамрăксен ушкăнĕнче пирĕн хаçат сотрудникĕ Артемий Мясников çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр ăна!

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика