АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ВУЛĂР, ÇЫРĂР, ПĔРЛЕ ПУЛĂР

00:00 11 ноября 2009 г.

Пĕр-икĕ çул каялла кăна-ха Канаш хулинче «Позиция», «Мой город», «Саквояж», «Кентавр» хаçатсем вулакансем хушшинче пысăк интереспа саланатчĕç. Паллах, вĕсем пичет рынокĕнче пирĕнпе тупăшаканччĕ. Вĕсенче, тĕпрен илсен, «сарă пресса» текен ăнлав никĕс вырăнне пулнă. Çавăнпах-тăр асăннă пичет кăларăмĕсем вăхăт тĕрĕслевне чăтаймарĕç, хупăнса ларчĕç.

80 çула яхăн тухса тăракан «Канаш» тата 2002 çулта районта пурăнакансем валли ятарласа уçнă «Канаш ен» хаçатсене çăмăлах килмерĕ пулин те, тупăшура хамăрăн вырăна сыхласа хăварма пултартăмăр. Эпир «сарă прессăна» йышăнмарăмăр, çавăнпа та хыпарсен пĕлтерĕшне ытлашши ÿстермесĕр-пĕчĕклетмесĕр вулакан патне вăхăтра тата тĕрĕс çитерме тăрăшнă, тăрăшатпăр та.

«Канаш районĕн «Канаш» хаçат редакцийĕ» Чăваш Республикин автономиллĕ учрежденийĕ паян «Канаш» тата «Канаш ен» хаçатсем кăларса тăрать. Пирĕн учредитель – Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви. Çавна май пирĕн хаçатсем патшалăх хаçачĕсем шутланаççĕ.

Чылай вулакан пирĕнпе нумайранпа тачă çыхăну тытать, çĕнĕ хыпарсем пĕлтерет, вырăнти сумлă çынсем çинчен паха материалсем ярса парать. Эпир, редакци ĕçченĕсем, вĕсене çакăншăн чунтан тав тăватпăр. Пирĕн хаçата малашне те çырăнса илме, çак ĕçе кÿршисене, тăванĕсене, юл-ташĕсене явăçтарма сĕнет-пĕр. Вулакансен йышĕ пысăкланса пырсан пире те ĕçлеме интереслĕ.

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕн-чен пуçласа 25-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунă кунлăхĕ иртрĕ. Çак мероприятирен пирĕн редакци те айккинче юлмарĕ. Çырăнтару тапхăрĕнче «Канаш» тата «Канаш ен» хаçатсене 2010 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăма йÿнетнĕ хакпа çырăнма май пулчĕ: «Канаш ене» – 153 тенкĕ те 58 пуспа, «Канаша» – 182 тенкĕ те 80 пуспа. Почтăра эсир юратнă хаçата е журнала хăвăра валли кăна мар, çывăх, юратнă çыннăр валли те çырăнма пулать. Чи малтан, паллах, «Канаш ен» хаçатпа туслă пулма сунатпăр.

Ноябрĕн 9-мĕшĕ тĕлне «Канаш ен» хаçата 2010 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăма 1229 çын çырăннă, «Канаш» хаçата – 1508 çын.

Почта çыхăнăвĕн районти уйрăмĕсене палăртса хăвармасăр май çук, мĕншĕн тесен почта ĕçченĕсем – пирĕн чи çывăх юлташсем, ĕçтешсем, пулăшуçăсем. Пичет кăларăмĕсене вулакан патне шăпах вĕсем çитереççĕ-çке.

«Канаш ен» хаçата вулакансем хушшинче сарас тĕлĕшпе Энтриялĕнчи çыхăну уйрăмĕн (ертÿçи – Вера Ильинична Герасимова) ĕçченĕсем лайăх ĕçлеççĕ. Вĕсем 93 экземпляр çырăнтарнă. Галина Александровна Фадеева ертсе пыракан Карăклăри çыхăну уйрăмĕн почтальонĕсем – 78 экземпляр, Вăрăмпуç тăрăхĕнчи (Наталья Валерьевна Романова) почтальонсем – 55 экземпляр, Чакаç енчи (Оксана Ильинична Дмитриева) çыхăну ĕçченĕсем 60 экземпляр çырăнтарнă.

«Канаш» хаçата çырăнтарассипе Канаш хулинчи 4-мĕш (Марина Валерьевна Емакова), 5-мĕш (Татьяна Вячеславовна Андрюшина), 6-мĕш (Ольга Валерьевна Борисова), 7-мĕш (Наталья Витальевна Чернова) çыхăну уйрăмĕсем аван ĕçленине палăртма кăмăллă.

Çырăнтару тапхăрĕ вĕçлениччен тепĕр уйăх. Çак вăхăтпа усă курса, хаклă ентешсем, тăван хула, хамăр çуралса ÿснĕ район пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, аталанăвĕпе куллен паллаштаракан «Канаш ен» е «Канаш» хаçатсене çырăнма васкăр. Ялсенчи çыхăну уйрăмĕсенче тата почтальонсем урлă «Канаш ен» хаçата 2010 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăма 173 тенкĕ те 58 пуспа çырăнтараççĕ, «Канаш» хаçата – 202 тенкĕпе. Хаçатсене «Чăвашпичет» АО киоскĕсенче – 135 тенкĕпе, редакцире – 110 тенкĕпе çырăнса илме пулать. Çитес çул пирĕн вулакансен йышĕ пысăк пуласса чунтан шанатпăр. Пирĕн пата çырăр, шăнкăравлăр, кĕрсе тухăр. Пирĕн адрес: Канаш хули, «Çĕнтерĕве 30 çул» урам, 8-мĕш çурт, 2-мĕш хут (халăхри пек каласан «типографи çурчĕ»), телефон: 2-15-00. Яланах пирĕнпе пĕрле пулма тăрăшăр, хаклă вулаканăмăрсем.

И. ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика