АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ХĂЙĔН ВЫРĂННЕХ ЛАРТАСЧĔ

00:00 16 июля 2010 г.

Редакцие Канашри Фрунзе урамĕн 11-мĕш номерлĕ çурчĕн 12-мĕш хваттерĕнче пурăнакан Сучков Валерий Александровичран пăшăрхантаракан çыру килчĕ. Акă мĕн çырать вăл: "Эпĕ "Канаш ен" хаçата вулакансене "Родник" авточарăнура ларнă будкăна мĕнле вăрлани çинчен каласа парасшăн. Ака уйăхĕн пĕрре-мĕш кунĕнче Ушанар ялĕ çывăхĕнчи сад участокне кайма тухрăм. Салонран тухсанах тĕлĕннипе куç-пуç чарăлса кайрĕ: автобус кĕтнĕ чухне çумăрпа çилтен хÿтĕленмелли будкăна çĕр çăтнă тейĕн – таçта кайса кĕнĕ.

Ÿркенмесĕрех ака уйăхĕнче çывăхри ялсене кайса килтĕм: усси пулмарĕ – будка çук, инçете турттарса кайма пултарайман вĕт-ха ăна. Илсе кайнă иккен... Ăнсăртран тенĕ евĕр будкăна Канашра ял хуçалăх пасарĕ умĕнче ПАТП енче куртăм. Ун çинче икĕ путăк, тăватă тĕлте пуля шăтарнă вырăн, çавăнпа та ăна урăххипе пăтраштараймастăн.

Будкăна хăйĕн вырăнне тавăрас шутпа хулан шалти ĕçсен пайне тухса утрăм, унтан вара мана Шăхасана район милицине ячĕç. Кунта эпĕ çырса панă хута илсе юлчĕç. Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче хурав килчĕ: преступленин составĕ çук, тавăçа пурнăçлама сăлтав çук. Эпĕ вара будкăна хăйĕн вырăнне кайса лартма çеç ыйтнăччĕ-иç. Урăх мана нимĕн те кирлĕ мар.

Тен, çак çырăва вуласа тухнă хыççăн пире, "Родник" сад обществин членĕсене, право йĕркине сыхлакансем пулăшĕç; Çакна шансах тăратпăр...".

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика