00:00 25 июня 2010 г.
Ытлари кун Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Канаш станцийĕн вокзалĕнче "Раççей чукун çулĕсем" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн филиалĕн-Горький чукун çулĕн пуçлăхĕпе А.Лесунпа тĕл пулнă. Вĕсене республикăн хула строительствин тата обществăлла инфратытăм министрĕ А.Гончаров, чукун çул пуçлăхĕн Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен влаçĕсен органĕсемпе тата реформа енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Вояков, хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Полукаровăпа В.Софронов, чукун çул вокзалĕн пуçлăхĕ Л.Николаева, депо пуçлăхĕ С.Чернов кĕтсе илнĕ.
Калаçу вăхăтĕнче Н.Федоровпа А.Лесун малашне те пĕрле ĕçлес, Чăваш Ен территоринче пассажирсене хула тулашĕнче тăкаксăр турттарассине тапхăрăн-тапхăрăн йĕркелес тата халăха транспорт пулăшăвĕ панă чухнехи тăкака саплаштарас темăсене сÿтсе явнă.
– Чăваш Енпе Горький чукун çулĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çирĕпленсе пырать. Пассажирсене турттарасси пахалăхĕпе шанчăклă пулĕ, – палăртнă Президент.
Николай Васильевич рельссем тăрăх чупакан автобуссене тĕпрен юсассине малашне пирĕн республикăра, тĕрĕсрех каласан, Канашри локомотив деповĕнче йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ.
– Килĕшÿ – пĕр-пĕринпе ăнăçлă ĕçлессин никĕсĕ. Чăваш Ен пуçласа пысăк станцисенче ку чухнехи хатĕрсемпе пуянлатнă вокзалсем турĕ, – тенĕ Анатолий Федорович.
Çакăн хыççăн Н.Федоровпа хăнасем "РА–2" дизель пуйăс çине ларса Вăрмара çĕнĕ вокзал çуртне уçма кайнă. Рельсобуса республика пуçлăхĕ тытса пынă. Çула журналистсемпе калаçса кĕскетнĕ.
Республика кунне уявланă чухне Н.Федоров каллех Канаша килчĕ. Унпа пĕрле мăшăрĕ, Светлана Юрьевна та, пулчĕ. Вăл тата республикăн промышленноçпа энергетика министрĕ Ю.Волошин, Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов тата хăнасем çĕнĕ ăрăвăн тĕнче шайлĕ чукун çул вакунĕсем туса кăларакан завода ĕçлеттерсе пăхнă çĕре хутшăнчĕç. Вĕсене "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн ĕçĕсене тăвакан директорĕ И.Гиске ертсе пычĕ.
– Юлашки вăхăтра республикăри пур сферăра та сахал мар çĕнĕлĕх пулса иртет. Çакăн пек завода хута яни – Канашшăн та, республикăшăн та, Раççейшĕн те историн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмĕ. Ăна пирĕн юратнă çĕрĕн ĕçлес текен, ĕçлеме пĕлекен, интереслĕ пурăнас текен чăн-чăн патриочĕсем валли çĕкленĕ, – палăртрĕ Николай Васильевич.
Вăл çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн В.Путинăн Чăваш Енти историллĕ пулăмпа янă саламне завода хута янă çĕре хутшăнакансем патне çитерчĕ.
Предприяти машинăсем тăвассинче çÿллĕ шайри çĕнĕлĕх пулса тăрать, пысăк квалификациллĕ хушма ĕç вырăнĕсем туса парать. Заводра усă куракан технологисем кустăрмасен çирĕплĕхĕпе тивĕçтерет, рельссем çине тиев кÿрессине пĕчĕклетет, юсавсем хушшинчи чупу – 500 пинрен пуçласа 1 миллион çухрăм таран, туса кăларакан продукци пахалăхĕпе тата чăтăмлăхĕпе шанчăклă.
Чăваш Ен Президенчĕ универсаллă шăратупа пуху корпусĕн, детальсемпе компонентсем хатĕрлекен цехăн, унта шăтармалли станука ĕçлеттерме тытăннă, ĕçĕсемпе интересленчĕ. Вакунсене чăрмавсăр пухма тĕрлĕ материалпа, детальпе тивĕçтерсе тăракан центрăн процесне тишкерчĕ, унта ĕçлекен специалистсемпе калаçрĕ, хăш-пĕр стануксене хăй те ĕçлеттерсе пăхрĕ.
Çĕнĕ ăрăвăн вакунĕсене комплектлакан цехра Н.Федоров чылаях тытăнса тăчĕ. Кунта вăл шăратакан "Дайхен" робота тĕп "тÿме" çине пусса ĕçлеме "хушрĕ". Çак ăслă станук хăйĕн ĕçне çурма автоматран икĕ хут хăвăртрах тăвать, çĕвĕсен пахалăхĕ çÿллĕ шайра.
– Ку чăннипех те фантастика. Кунта эпĕ строительство ĕçĕсем пуçланнă вăхăтра пулнăччĕ, халĕ хамăн куçсене ĕненместĕп. Ку чухнехи суперхатĕрсем ĕçлеççĕ, пысăк квалификациллĕ специалистсем тăрăшаççĕ, вĕсем тивĕçлĕ ĕç укçи илеççĕ, чи кирли вара – интереслĕ ĕç чуна килентерни. Эпир тĕнчере пуçласа çакăн пек шайри вакунсем тăвакан завод уçрăмăр. Ăна Чăваш Енре Раççей, Совет Союзĕн составне кĕнĕ çĕршывсем валли тунă, – терĕ Николай Васильевич журналистсене панă интервьюра.
Заводпа паллашнă чухне республика пуçлăхĕ Республика кунне уявланă çĕре килнĕ Иран, Намиби тата Япони делегацийĕсемпе калаçрĕ.
Çĕнĕ ăрăвăн вакунĕсемпе заводăн курав площадкинче паллашма май пур. Предприятин хăвачĕ – çулталăкра тĕрлĕ модельлĕ 6 пин вакун, талăкра конвейертан 40 вакун, кашни 40 минутра пĕр çурма вакун. Кунта ĕçлекенсен хисепĕ 1871 çын пулĕ. Административлă корпусра хывăнмалли, çăвăнмалли пÿлĕмсем, лаборатори пур. Çĕнĕ производствăна хута янипе предприяти хăйĕн ячĕпех юлĕ: "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕ. Вăл икĕ заводран тăрĕ: вакунсем юсаканни тата вакунсем тăваканни.
В.АЧЧА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.